Ҫыравҫӑсем чӑвашлӑха упрас пирки калаҫнӑ

24.08.2018 11:13 | просмотров: 3109
Ҫыравҫӑсем чӑвашлӑха упрас пирки калаҫнӑ

Çурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Елчӗке чӑваш ҫыравҫисем пысӑк йышпа пухӑннӑ. Унта Чӑваш Республикин профессилле ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн (ертӳҫи — Геннадий Максимов. Вӑл темиҫе кӗнеке авторӗ. Унӑн ӗҫӗсене вырӑсла куҫарса та пичетленӗ) пайташӗсем лару ирттернӗ. Елчӗкре вӗсем унти вулавӑшра вулакансемпе тӗл пулнӑ. Ҫыравҫӑсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин чыс тунӑ — тӗл пулӑва пынӑ. Вӑл ҫавӑн пек курнӑҫу-калаҫу вулакансемшӗн те, ҫыравҫӑсемшӗн те усӑллине палӑртнӑ.

«Чӑвашлӑха упрар» ҫавра сӗтеле Геннадий Максимов, Елена Нарпи, Елена Светлая, Светлана Гордеева, Роза Деменцова, Анатолий Кибеч, Василий Пушкин, Сергей Павлов, Юрий Артемьев тата ыттисем хутшӑннӑ. Вӗсем паянхи кун кӑларса тӑратакан ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Источник новости: https://www.chuvash.org/news/19832.html