ЧӐВАШ ТАТА ТУТАР ӐСЧХӖСЕМ ТАЧӐ ҪЫХӐНСА ӖҪЛЕСШӖН

08.06.2017 12:24 | просмотров: 1589
ЧӐВАШ ТАТА ТУТАР ӐСЧХӖСЕМ ТАЧӐ ҪЫХӐНСА ӖҪЛЕСШӖН

"ХЫПАР" (2017.06.07): "ЧӐВАШ ТАТА ТУТАР ӐСЧХӖСЕМ ТАЧӐ ҪЫХӐНСА ӖҪЛЕСШӖН"

     Ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Тутар Республикин Ш.Марджани ячӗллӗ истори институчӗн ученӑйӗсем пулчӗҫ, «Гуманитари енӗпе ӑслӑлӑх тӗпчевӗсем йӗркелесси: ШМарджани ячӗллӗ истори институчӗн опытӗнчен» пӗрлехи семинара хутшӑнчӗҫ. Ӑна Шупашкарти институтӑн директорӗ Петр Краснов ертсе пычӗ.

     Кӳршӗсен истори институчӗ — Тутарстанра кӑна мар, Раҫҫейре те, чикӗ леш енче те ят-сум ҫӗнсе илнӗ наука центрӗ. Ҫирӗм ҫулта вӑл 1 пин ытла наука кӑларӑмне кун ҫути кӑтартнӑ. Тутар халӑх историне аваллӑхран пуҫласа паянхи кунчченех анлӑн ҫутатнӑ, ҫичӗ томран тӑракан ярӑм вара — институтӑн чи пысӑк ӗҫӗ.
     Семинарта тутар истори институчӗн директорӗ, Тутарстанри ӑслӑлӑхсен академийӗн вице-президенчӗ, истори наукисен докторӗ Рафаэль Хакимов ҫак ӗҫпе тӗплӗн паллаштарчӗ. Кӑларӑма кун ҫути кӑтартассишӗн институт сотрудникӗсем пӗр ҫул кӑна мар ӗҫленӗ. Рафаэль Сибгатович палӑртнӑ тӑрӑх - чӑвашпа тутар халӑхӗн пӗр истори, ҫавӑнпа икӗ республика ӑсчахӗсен аваллӑха пӗрле тӗпчемелле. Тутар ученӑйӗсем ҫавӑн пекех тӗрӗк тӗнчин этносоциологи аспекчӗсемпе, хӑйсен республикин ҫӗнӗ историне тишкерессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑвӗсене хускатрӗҫ. Чӑваш ученӑйӗсенчен институт директорӗн ҫумӗ, истори наукисен кандидачӗ Геннадий Николаев, искусствоведени докторӗ, ЧР Пуҫлӑхӗн канашҫи Михаил Кондратьев тухса калаҫрӗҫ. Семинар хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем хӑйсен шухӑшне пӗлтерчӗҫ.

 


Петр КРАСНОВ, институт директорӗ:


     - Тахҫанах паллӑ чӑнлӑх: пирӗн халӑхсем пӗр кӑкран. Ҫавӑнпа пире пӗрлеш-терекенни нумай: истори, фольклор, чӗлхесем тӗрӗк ҫемйине кӗни, нумай ӗмӗр юнашар пурӑнни... Чӑваш тата тутар историкӗсен тӑтӑшрах тӗл пулмалла, наукӑн пӗрлехи форумӗсене йӗркелемелле, пӗр-пӗрин кӑларӑмӗсенче пичетленмелле. Манӑн шухӑшпа - историксен кӑна мар, археологсен те пӗрле ӗҫлемелли темӗн чухлӗ. Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн хулисемпе хулашӗсем паянхи Тутарстан территорийӗнче ытларах пулнине шута илер. Нумаях пулмасть пирӗн археологсем Чӗмпӗр облаҫне кайса килчӗҫ  /ку тӑрӑх та Атӑлҫи Пӑлхара кӗнӗ/, Чӗмпӗр ученӑйӗсем Шупашкарта пулчӗҫ. Тутарстан, Чӑваш Ен тата Чӗмпӗр археологӗсем пӗрле ӗҫлени ҫав тери пысӑк усӑ кӳрӗ.

 


Геннадий НИКОЛАЕВ, директорӑн ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ:                      

  - Оппонентсемсӗр, пӗр-пӗрин ӗҫне объективлӑ хакламасӑр ӑслӑлӑхра ҫитӗнӳ тӑваймастӑн. Калӑпӑр, чӑваш этника историйӗпе ҫырнӑ ӗҫсене хакланӑ чухне ялан тенӗ пекех тутарсем пирӗн оппонент пулнӑ, вӗсен ӗҫсене тишкерме пирӗн ученӑйсем хутшӑннӑ. Мӗншӗн тесен икӗ халӑхӑн этногенез ыйтӑвӗсемпе тавлашмалли ҫителӗклех. Эпир, паллах, хальччен те сахал мар тӗл пулнӑ, анчах ӑнланмалла сӑлтавсене пула кашни ен хӑйӗн шухӑшне сыхласа хӑварма тӑрӑшнӑ, пӗр-пӗрне шанманлӑх хытах палӑрнӑ. Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи пӗрлехи семинар - историе кӗрсе юлмалли пулӑм. Кунашкал усӑллӑ семинар-конференци ӳлӗм те ирттерӗпӗр.

 


Димитрий ЕГОРОВ, этнологи пайӗн ӑслӑлӑх сотрудникӗ:


     - Мана кӳршӗсен истори институчӗн этнологи уйрӑмӗн ӗҫӗ-хӗлӗ уйрӑмах кӑсӑклантарчӗ. Вӗсен «Историческая этнология» журнал тухса тӑрать. Пирӗн институтра та журнал пур: «Чувашский гуманитарный вестник». Тутарсем пирӗн патра пичетленеҫҫӗ. Пирӗн ӗҫсене те вӗсем хӑйсен журналӗнче кун ҫути кӑтартасса шанатпӑр. Хусанти институтра питӗ пуян архив упранать, унта чӑвашсемпе ҫыхӑннӑ документ нумай. Хӑшне-пӗрне хальччен те тӗпчемен. Вӗсене халех тишкермелле. Пирӗн институт архивӗ те чухӑн мар. Николай Никольскин фондӗнче, ытти уйрӑмра тутарсемпе ҫыхӑннӑ интереслӗ материалсем пур, ҫавӑнпа вӗсем те пирӗн патра тухӑҫлӑ ӗҫлеме пултараҫҫӗ. Тутар ӗҫтешсемпе пӗрле тӗрлӗ проект пурнӑҫласса шанатӑп.


Роза ВЛАСОВА.

Источник новости: "Хыпар"