ЧУНҪӲРЕВЕ КАЙНИСЕМ ШУПАШКАРА ҪИТРӖҪ

17.07.2017 16:12 | просмотров: 1501

28-мӗш чунҫӳреве кайнисем утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкара ҫитрӗҫ. Кӑҫалхи ҫул Ӗренпур облаҫӗнчи Ҫирӗклӗ Тук ялӗ урлӑ Казахстан ҫӗрӗ еннелле выртрӗ.

Тӗп тӗллев — Туркестанран инҫе мар вырнаҫнӑ Мон Булакра Котрага халалласа барельеф вырнаҫтарасси пулчӗ. Казахстан ҫӗрӗ хӑнасене тараватлӑ кӗтсе илчӗ, Шупашкартан тухнисене Туркестанри пӗр хӑна ҫуртне вырнаҫтарчӗҫ. Чунҫӳревҫӗсем пӗтӗм Казахстан уявлакан Астана кунне те хутшӑнчӗҫ — Туркестанӑн тӗп тӳремӗнче хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ.

Шел те, барельефа вырнаҫтарма май тупӑнмарӗ. Чунҫӳревҫӗсем килес кунсенче вырӑнти тӳре-шара Астана кунӗн уявне хатӗрленнӗрен палӑк лартма ирӗк паракан хута туса ҫитереймен иккен. Ҫавна май барельефа тата чул ҫине ҫырнине Туркестанра вырнаҫнӑ Ахмет Ясави ятлӑ университечӗн музейне парса хӑварчӗҫ. Вӗсем вӑхӑт тупса палӑка вырнаҫтарма шантарчӗҫ. Ҫавах та чунҫӳревҫӗсем ҫак ӗҫе паллӑ туса така пусса ваттисемпе пирӗн халӑхӑн мӑн аслашшӗсене асӑнчӗҫ.

Сӑмах май, чунҫӳрев кӑҫал тепре те иртмелле, ҫурла уйӑхӗн варринче тепӗр хут Крым патне, Хӑнакур хули вырӑнне ҫитсе килмелле. Унта чунҫӳревҫӗсем пӗлтӗр лартнӑ палӑка илемлетесшӗн.

Институт сотрудникӗ,  "Чӑваш халӑх сайт" редакторӗ

Аçтахар Плотников,

 

Ытти фотосем: => Сӑнсем (1 пай, 100 сӑн), Сӑнсем (2-мӗш пай, 100 сӑн), Сӑнсем (3-мӗш пай, 100 сӑн), Сӑнсем (4-меш пай, 119 сӑн)

Источник новости: