Паян Шупашкарти Иван Яковлев ячĕллĕ скверта Иван Яковлевич Яковлева асăнса митинг иртрĕ

23.10.2018 14:57 | просмотров: 1423
Паян Шупашкарти Иван Яковлев ячĕллĕ скверта Иван Яковлевич Яковлева асăнса митинг иртрĕ

Паян Шупашкарти Иван Яковлев ячĕллĕ скверта тăван халăхăмăра çутта кăларнă мухтавлă çынна, аслă вĕрентекене, ăсчаха, шуçăшлавçăна Иван Яковлева асăнса митинг иртрĕ.
Маларах, ирхине 10 сехетре, Введенский чиркÿре Патриархăмăра асăнса панихида тунă. Ăна Сĕнтĕрвăрри епископĕ, Шупашкар епархийĕн викарийĕ Игнатий владыка ирттернĕ.
Чăваш Республикинчи культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви йĕркеленĕ асăну митингне Чăваш наци конгресĕн президенчĕпе унăн çумĕсем, конгресс хастарĕсем те килчĕç.
Асăну кунне ирттернĕ çĕрте çамрăксем йышлăн пулчĕç.
Паллă мероприятие Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай ертсе пычĕ. Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев, ЧНК президенчĕ Николай Угаслов, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăвашсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Олег Мустаев вице -президент, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ректорĕ Владимир Иванов, Чăваш Енри профессиллĕ çыравçăсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Геннадий Максимов, Шупашкар епархийĕн викарийĕ Игнатий владыка пухăннисем умĕнче тухса калаçрĕç. Вĕсем Иван Яковлевăн пархатарлă ĕçĕсемпе çамрăк ăрăва паллаштарчĕç, чăваш чĕлхине вĕренме, тăван халăхăмăра хисеплеме, Яковлев халалĕсене пурнăçа кĕртме чĕнсе каларĕç.

« Паянхи кун пирĕншĕн хурлануллă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕнче паллă вĕрентекенĕмĕр пурнăçран уйрăлнă. Кăçал эпир пĕтĕм ĕç-пуçа И.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халаллатпăр. Мăнаçлă та хастар чăваш халăхĕ малалла та Яковлев вĕрентнĕ пек утĕ тесе шутлатăп»,- терĕ ЧНК президенчĕ Николай Угаслов митинга килнисем умĕнче.
Асăну кунĕ И. Я. Яковлев палăкĕ умне чечек çыххисене хунипе вĕçленчĕ.

Хыпара çакăнтан илнĕ: ЧНК пресс-служби: Аслă Вĕрентекенĕмĕре асăнчĕç