«Чăваш чĕлхине тĕпчес тата вĕрентес ĕçĕн çивĕч ыйтăвĕсем» çавра сĕтел иртрĕ

21.09.2018 10:34 | просмотров: 1586
«Чăваш чĕлхине тĕпчес тата вĕрентес ĕçĕн çивĕч ыйтăвĕсем» çавра сĕтел иртрĕ

2018 çулхи авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче А.И. Иванов çуралнăранпа 120 çул, И.А. Андреевпа И.П. Павлов çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă «Чăваш чĕлхине тĕпчес тата вĕрентес ĕçĕн çивĕч ыйтăвĕсем» çавра сĕтел иртрĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх канашĕн залĕнче ăслăлăх, вĕренӳ, культура, хаçат-журнал ĕçченĕсем, общество хастарĕсем, чăваш чĕлхе пĕлĕвĕн ыйтăвĕсемпе кăсăкланакансем, аслă шкул вĕренекенĕсем пуçтарăнчĕç.

Тухса калаçакансем хальхи вăхăтра чăваш чĕлхи тавра йĕркеленнĕ лару-тăру пирки калаçрĕç, шкулчченхи, шкулти, аслă шкулти чăваш чĕлхине вĕрентессипе çыхăннă çивĕч ыйтусене хускатрĕç.

Фотографии