Петр Краснов Елчĕк районĕн аталанăвне пĕтĕмлетекен анлă ларăва хутшăнчĕ

09.08.2018 09:21 | просмотров: 1703

Районăн экономикипе социаллă аталанăвĕн итогĕсене ял тăрăхĕсенче пуçтарăнса пĕтĕмлетесси çирĕп йăлана кĕнĕ. 2018 çулхи ултă уйăх кăтартăвĕсене уçăмлатасси, малашлăх тĕллевĕсене палăртасси вара ĕнер Кĕçĕн Таяпари тĕплĕн юсаса çĕнетнĕ культура çуртĕнче иртрĕ. Ĕçлĕ канашлăва район пуçлăхĕ Ираида Васильева уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хутшăнчĕ. Кун йĕркинчи ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тухса калаçрĕ.

Канашлăва çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Юрий Попов, Чăваш Республикин ачасен правипе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина хутшăнчĕç, сăмах каларĕç.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн калаçăвĕнче Елчĕк районĕн тĕрлĕ отраслĕнчи кăтартăвĕсене ытти районсеннипе туллин танлаштарчĕ, çитĕнÿсемшĕн хĕпĕртенине пытармарĕ. Елчĕксене малашлăхра та хастар пулма сунчĕ.

Николай МАЛЫШКИН

Хыпарпа туллин çакăнта паллашма пулать>>>