Чăн-чăн историк пулнă

19.01.2024 15:51 | просмотров: 544
Чăн-чăн историк пулнă

300-е яхăн ăслăлăх ĕçĕн авторĕ. Вăл шутра 19 монографи. Истори наукисен вунă докторне тата 40 кандидатне хатĕрленĕ. Сăмах Василий Димитриев пирки пырать. Вăл çуралнăранпа кăçал çĕр çул çитрĕ. Çак сумлă çавраçула халалласа Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕ «Историк портретĕнчи уйрăмлăх паллисем» курав хатĕрлерĕ. Василий Димитриев историка çĕршывра кăна мар, тĕнчипех пĕлеççĕ. Диплом е диссертаци çырнă чухне кашниех унăн ăслăлăх ĕçĕçемпе усă курать. Вăл Атăлçири тăрăхсен вăтам ĕмĕрсенчи историне, чăваш халăхĕн кун-çулне, паллă ентешсен пурнăçпе пултаруллăхне, халăх сăмахлăхне тĕпченĕ. Шупашкар хулин историне те чылай тишкернĕ историк.

ОЛЕГ АНДРЕЕВ: «Василий Димитриевич Димитриев пирĕншĕн, паллах, питĕ паллă питĕ пысăк тĕслĕх. Эпĕ унпа нумай çул пĕрле ĕçленĕ. Вăл вăхăтра эпĕ деканăн çумĕ пулнă. Вĕрентӳ енĕпе. Раççейре пиллĕкмĕш çĕнĕ специальность историко-архивоведение уçрăмăр. Вăл енчен пире Василий Дмитриевич питĕ пысăк пулăшу пачĕ, мĕншĕн тесессĕн вăл ĕçе хăй те лайăх пĕлнĕ. Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институтĕнче Василий Димитриев 40 çул ĕçленĕ. Вĕсенчен çирĕмĕшне директорта. Истори архивне вăл 24 çултан çӳреме пуçланă. Управăшсен ĕçĕ-хĕлнĕ вăл никамран аван ăнкарнă.

АНАТОЛИЙ ВЫЙКИН: «Ун пек çынсем сахал пулаççĕ. Выставкăра пăхса тухнă чухне, пăхăр-ха, халь пирĕн кам çавăн пек документсене упраса, йĕркелесе тытса пырать. Кунта выставкăра курма пулать пĕтĕмпех. Мĕнле çын вăл. Мĕнле ĕçленĕ вăл. Ун пек тĕплĕ ĕçлекен çын паянхи кун çăв тери сайра тĕл пулать». Истори архивĕнче Василий Димитриева халалланă уйрăм фонд пур. Унта ултă пин ытла документ упранать. Ку йышра çырусем, кун кĕнекисем, сăн ӳкерчĕксем, рецензисем, статьясем, çывăх çынсен хучĕсем те. Вĕсем пурте историкăн пурнăçĕпе паллаштараççĕ.

ГАЛИНА ЕРТМАКОВА: «Вăл вĕренни çамрăкранах, хăй аллипе çырнă документсем тата наградисем. Тĕрлĕ-тĕрлĕ документсем. Пурте пирĕн патăрта упранаççĕ архивра. Çак документсемпе усă курса уçрăмăр эпир ĕнтĕ çак курава. Кунта кăна кăтартасшăн мар, ытти организацисене, шкулсене тата студентсене кунта чĕнсе илсе кăтартасшăн ĕнтĕ».

Василий Димитриев историкăн кун-çулне халĕ унăн вĕренекенĕсем тишкереççĕ. Эппин, унăн ячĕ ĕмĕрех халăх асĕнче пулĕ. 

НТРК Чувашии 

#ЧГИГН #Чувашскийгосинститутгуманитарныхнаук