ПИТӖРТЕ ЧӐВАШРАН ТУХНӐ ӲНЕРҪӖСЕН КУРАВӖ УҪӐЛӖ

27.03.2018 01:28 | просмотров: 1688
ПИТӖРТЕ ЧӐВАШРАН ТУХНӐ ӲНЕРҪӖСЕН КУРАВӖ УҪӐЛӖ

Ака уйӑхӗн 7—9-мӗшӗсенче Питӗрте Чӑваш культурин кунӗсем иртӗҫ. Ҫӗршывӑн ҫурҫӗрти тӗп хулинче тӗпленсе тӑван халӑхӑмӑр сывлӑшӗпе пурӑнакансем ку пулӑма хавасланса кӗтеҫҫӗ.

Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Питӗрти Национальноҫсен ҫуртӗнче, 13 сехетре, курав уҫӑлӗ. Унта Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн Анатолий Рыбкинӑн ӗҫӗсемпе паллашма май туса парӗҫ. «Волжские рассветы над Невой» (чӑв. Нева ҫийӗнчи Атӑл шурӑм пуҫӗ) куравра Чӑвашран тухса Питӗрте йӑва ҫавӑрнӑ ытти художниксен картинисем те вырӑн тупӗҫ. Пурӗ 25 ытла киҫтӗк ӑстин пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ.

Ача-пӑча ӗҫӗсен «Краски Чувашии» (чӑв. Чӑваш Ен сӑррисем) конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисен ӳкерчӗкӗсене те кӑтартма палӑртнӑ. Наталия Михайлова ӑста хатӗрленӗ чӑваш эрешӗсемпе йӑла ӳнерӗн япалисем те куравра тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗҫ.

Таисия Ташней

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Чӑваш халӑх сайчӗ