«Хальхи чăваш прози: паянхи шайĕ, туртăмĕсем тата аталану çул-йĕрĕ» çавра сĕтел

18.04.2022 12:05 | просмотров: 675
«Хальхи чăваш прози:  паянхи шайĕ,  туртăмĕсем тата аталану çул-йĕрĕ» çавра сĕтел

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Наци библиотекинче «Хальхи чăваш прози: паянхи шайĕ, туртăмĕсем тата аталану çул-йĕрĕ» çавра сĕтел иртрĕ. Унта çыравçăсем, тĕпчевçĕсем, библиотека ĕçченĕсем, студентсем хутшăнчĕç. Вĕсем паянхи чăваш прозинчи лару-тăрăва тишкерчĕç, унăн малашлăхĕ пирки пăшăрханса калаçрĕç. Хальхи литературăн ытти çивĕч ыйтăвĕсене те хускатрĕç: вулакансене мĕнле литература кирлĕ паян? Мĕн тумалла чăваш литератури малалла аталантăр тесен? Калаçакансем кунашкал сÿтсе явусем питех те кирлине палăртрĕç. Малашне те уйрăм ыйтусене, е уйрăм авторсен кĕнекисене пуçтарăнса тишкерме сĕнчĕç. ЧПГĂИ ĕçченĕсенчен ку çавра сĕтеле В.В. Никифорова, И.Ю. Кириллова тата Л.Н. Сачкова хутшăнчĕç.

Фотографии