Венгри ăсчахĕ Андраш Рона-Таш (András Róna-Tas) Чăваш Енри тусĕсем патне янă çыру

12.01.2022 16:26 | просмотров: 756
Венгри ăсчахĕ Андраш Рона-Таш (András Róna-Tas) Чăваш Енри тусĕсем патне янă çыру

2021 çулхи раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнче чăваш чĕлхеçисем Андраш Рона-Таш профессора 90 çул тултарнă ятпа саламласа çыру янăччĕ. Çак кунсенче Венгрирен хурав килчĕ, ăна нумай çул Шупашкарта пурăнакан, чăваш чĕлхине нумай çул тĕпченĕ, нумай статья-кĕнеке кăларна Юдит Дмитриева (Салонтаи) Венгри пики ячĕпе çырнă. Çырăва улăштармасăр-юсамасăр сайта вырнаçтарас терĕмĕр:

Савнă Ютка,

Манăн çуралнă кун ячěпе çырса янă ырă сăмахсемшěн тавтапуç Сире те уйрăмах чăваш коллегисене. Ку сăмахсем мана питě кăмăла кайнă.

Ман валли чăваш чěлхине, культурине те историне тěпчени ялан питě пěлтерешлě пулнă. Эпě ман Чăваш çěршывěнчи çул çӱренисене пысăк юратупа тата хисепе хурса асăнатăп. Вěсем манăн пурнăçа наукă енěрен кăна мар, этем хушшинчи çыхăнусемпе  пуянлатрěç.

Эпě Сире чăваш тусăмсене тав тата пархатарлăх каласа яма ыйтатăп. Эпě Сире те чăваш тусăмсене телейлě, творествăра, ырă сывлăхра пурнăçлас çěнě çул сунатăп.

 

Андраш

профессор эмеритус

Венгри наукăсен акалемийěн действительнăй членě

 

Андраш Рона-Таш çинчен кĕскен:

Рона–таш (Rona-Tas) Андраш (30.12.1931)

Историк, тюрколог, монголовед, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, магистр, доктор, Венгрин ӑслӑлӑх академин чӑн членӗ (1995).

Венгрире Будапешт хулинче ҫуралнӑ. 1950–1955 ҫҫ. Венгри тӗп хулин университетӗнче пӗлӳ илнӗ, Тибетпа Алтай вӗрентӗвӗн тата антропологин магистрӗ ятне тивӗҫнӗ. 1956 ҫултанпа асӑннӑ аслӑ шкулӑн ӑслӑлӑх ӗҫлевҫинче вӑй хурать, 1958 ҫ. университет докторӗ пулса тӑрать.
Ӑслӑлӑх кандидачӗн диссертацине (Венгрире йышӑннӑ тӑрӑх, философи докторӗн тӗпчевне) Тибет-монгол вӗрентӗвне тӗпчесе ҫырнӑ. Ку ӗҫ 1966 ҫ. уйрӑм кӗнекен пичетленсе тухнӑ (Гаага–Будапешт, 1966.–232 c.)
1968 ҫултанпа Аттила Йожеф ячӗллӗ Сегед университетӗнче тӑрӑшать, алтаистика пӗлӗвӗн кафедрин профессорӗ (1973), тибетологин тӗнче ассоциацийӗн пуҫлӑхӗ (1982), Сегед аслӑ шкулӗн ертӳҫи (1990), Венгри ӑcлӑлӑх (1990) тата Финн-угр пӗлӳ пӗрлешӗвӗн член-корреспонденчӗ (Хельсинки), Турккӑ ӑслӑлӑх пӗрлӗхӗн членӗ (Анкара).
Тӗпчев пултарулӑхне 1971–1972, 1985–1986 ҫҫ. Бонн университетӗнче (ФРГ), 1982–1983 ҫҫ. Вена университечӗн тибетологипе буддизм институтӗнче (Австри) туптанӑ. Ӑслӑлӑх экспедицийӗпе пӗрле Монголире (1957–1958), Чӑваш Республикипе Вӑтам Атӑлҫи тӑрӑхӗнче (1965, 1973) нумай тӗрлӗ тӗпчев ирттернӗ.
Хальхи вӑхӑтра Рона–Таш «Acta Orienalia» журналӑн тӗп редакторӗ пулса ӗҫлет.

Уйрӑм кӑларӑмӗсем

* * *

  • Эпиграфика Булгарика. Сегед, 1973. 190 c.
  • Чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн кун–ҫулӗн ҫӑлкуҫӗпе тапхӑрлавӗ / Ред. А. Рона–Таш. Будапешт–Висбаден, 1982. 306 с. Венгрла.
  • Чӑваш этимологийӗпе ирттернӗ тӗпчевсем. Сегед, 1986. 240 с. Венгрла.
  • Чӗлхе тата истори. Танлаштаруллӑ Алтай пӗлӗвӗ. Сегед, 1986. 270 с. Венгрла.
  • Тӗрӗк пӗлӗвӗн кӳртӗмӗ. Сегед, 1991. 170 с. Венгрла.
  • Чӑваш чӗлхин кӳртӗмӗ: (Чӑв. чӗлхин вӗренӳ кӗн.) / А. Рона–Таш, В.И. Сергеев. Будапешт, 1978. Венгрла.

Статйисeм

* * *

  • Венгр чӗлхинчи авалхи тӗрӗк йӗрленчӗкӗ: Чӑваш чӗлхин кун–ҫулӗн хӑш–пӗр ыйтӑвӗ // Венгр чӗлхин тытӑмӗпе кун–ҫулӗ. Дебрецен, 1967. Венгрла.
  • Алтай чӗлхисен хурӑнташлӑхне тӗпчесси. Тӗрлӗ чӗлхе хутшӑнӑвӗ тата чӑвашпа монгол чӗлхи пӗрне–пӗри витӗм кӳни. Будапешт, 1970. 23 с. Венгрла.
  • Чӑваш сӑмахӗн ауслаутӗнчи гуттураллӑ капланчӑк сасӑсем // Л. Лигетин тӗрӗк чӗлхипе ирттернӗ тӗпчевӗсем. Будапешт, 1971. C. 389–399. Акӑлчанла.
  • Вӑтам монгол чӗлхинчен чӑваш чӗлхине кӗнӗ сӑмахсем // Аттила Йожеф яч. Сегед университечӗн тӗпчев ӗҫӗсем. Этнографипе чӗлхе пӗлӗвӗн уйрӑмӗ. Сегед, 1972. С. 77–88. Венгрла.
  • Вӑтам монгол чӗлхинчен чӑваш чӗлхине кӗнӗ сӑмахсем – 2 // Аттила Йожеф яч. Сегед университечӗн тӗпчев ӗҫӗсем. Этнографипе чӗлхе пӗлӗвӗн уйрӑмӗ. 1974. С. 125–141. Венгрла.
  • Алтай теорийӗпе вӑтам монгол чӗлхинчен чӑваш чӗлхине кӗнӗ сӑмахсен кун–ҫулӗ // Алтай чӗлхисен татса паман ыйтӑвӗсем. Будапешт, 1975. C.201–211. Акӑлчанла.
  • Венгр–пӑлхар–тӗрӗк ҫыхӑнӑвӗсем // Авалхи Венгри историйӗпе ирттернӗ тӗпчевсем. Будапешт, 1977. С. 267–276. Венгрла.
  • Венгри академийӗн архивӗнче упранакан ку таранччен ниҫта та пичетленмен чӑваш сӑмахӗсен пуххи // Тухӑҫ тӗпчевӗсем. 1978. С. 159–173. Акӑлчанла.
  • Чӑваш чӗлхине вӑтам монгол чӗлхинчен кӗнӗ юлашки сыпӑк ҫине ӳкекен пусӑмлӑ сӑмахсем // Чӑваш этимологийӗпе ирттернӗ тӗпчевсем. 1. // Сегед, 1982. С. 66–134. Акӑлчанла.
  • Проблема периодизации и источники истории чувашского языка // Проблемы исторической лексикологии чувашского языка / НИИ яз., лит., истории и экономики при Совете Министров Чуваш. АССР. Чебоксары, 1980. Вып. 97. С. 3–13.
  • Алтайская теория и история среднемонгольских заимствований в чувашском языке // Чувашский язык: история и этимология: Сб. ст. / НИИ яз., лит., истории и экономики при Совете Министров Чуваш. АССР. Чебоксары, 1987. С. 6–15.
  • Основные звуковые изменения в истории чувашского языка // Вопросы фонетики, грамматики и ономастики чувашского языка: [Сб. ст.] / НИИ яз., лит., истории и экономики при Совете Министров Чуваш. АССР. Чебоксары, 1987. C. 43–47.
  • Протопермские и удмуртские заимствования в чувашском языке / А. Рона–Таш, К. Редеи // Межъязыковое взаимодействие в Волго–Камье. Чебоксары, 1988. C. 102–105.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-­хӗлӗ

* * *

  • Рона-Таш Андраш // Чăваш чĕлхи тĕпчевçисем : биобиблиографи указателĕ. Шупашкар, 2006. С. 257-259.
  • Манякова, Л. Унăн ячĕ чăвашра та паллă / Л. Манякова // Хыпар. 2007. 13 кăрлач. С. 5.
  • Хузангай А. Языков связующие нити: К 50–летию А. Рона–Таша / А.Хузангай // Совет. Чувашия. 1981. 30 дек.
  • Рона­Таш Андраш // Академия наук Чувашской Республики. Чебоксары, 1994. С. 56–58.
  • Дмитриева, Ю. Рона-Таш Андраш / Ю. Дмитриева // Краткая чувашская энциклопедия. Чебоксары, 2001. С. 354.
  • Дмитриева, Ю. Юбилей известного венгерского ученого / Ю. Дмитриева // Республика. 2002. 5 янв. (№ 1-2). C. 7.
  • Хузангай, А. П. Андраш Рона-Таш : (к 75-летию со дня рождения) / А. П. Хузангай // Чуваш. гуманит. вестн. 2006. № 1 (июль-дек.). С. 245-248.
  • Дмитриева, Ю. Рона-Таш Андраш / Ю. Дмитриева // Чувашская энциклопедия. Чебоксары, 2009. Т. 3 : М-Се. С. 583-584.
  • Андраш Рона-Таш : [к 80-летию со дня рождения] // Чуваш. гуманит. вестн. 2011. № 6. С. 246-250.

Ют ҫӗршыври чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем: Рона–таш (Rona-Tas) Андраш (30.12.1931)

Хыпар çумне Э.Е. Лебедев тата Н.И. Егоров çырнă "АНДРАШ РОНА-ТАШ (К 80-летию со дня рождения)" статьяна вырнаçтаратпăр.

Сăн ÿкерчĕке çак сайтран илнĕ: http://mek.niif.hu