Тутар Республикин Чӑваш наци культура автономийӗ чӑвашла-вырӑсла «Эткер. Наследие» календарь хăтлавне ирттерет

10.12.2021 14:43 | просмотров: 690
Тутар Республикин Чӑваш наци культура автономийӗ чӑвашла-вырӑсла «Эткер. Наследие» календарь хăтлавне ирттерет

Тутарстанра Тӑван чӗлхесемпе халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пырать. Ҫакна шута илсе Тутар Республикин Чӑваш наци культура автономийӗн пайташӗсем чӑваш халӑхӗн авалхи йӑли-йӗркисене халалласа ҫитес ҫул валли чӑвашла-вырӑсла «Эткер. Наследие» календарь кӑларнӑ. Ӑна Тутар Республикин культурăн тава тивӗҫлӗ ĕçченĕн Александр Иванович Алексеевӑн (Сантӑр Пиклӑн) ӗҫӗсемпе илемлетнӗ.
Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Тутар Республикин Чӑваш наци культура автономийӗн Канашӗн председателӗн ҫумӗ Константин Малышев тата Тутарстанри Пӑва районӗнчи Чӑваш наци культура центрӗн пайташӗ Александр Алексеев ҫӗнӗ календарьпе паллаштарӗҫ.
Уяв 14.00 сехетре пуҫланать. Хапӑл тӑватпӑр!

Олга Тимофеева,

Чӑваш Республикин Наци библиотекин ĕçченĕ