"Чăваш халăх сайчĕ": Китайра пурӑнакан хӗр чӑвашла юмахсем ҫырать

09.12.2021 09:46 | просмотров: 754
"Чăваш халăх сайчĕ": Китайра пурӑнакан хӗр чӑвашла юмахсем ҫырать

Темиҫе чӗлхе пӗлсен те тӑван чӗлхене мала хуракансем пирӗн хушӑра пурри питех те савӑнтарать. Ҫавӑн пеккисенчен пӗри вӑл — Александра Васильева. Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑнарта ҫуралса ӳснӗ ӑслӑ та талпӑнуллӑ хӗрпе ҫак йӗркесен авторӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче паллашрӗ.

Александра Сергеевна чӑвашла хӑй ҫырнӑ юмахсен пуххипе Zoom платформӑра паллаштарма палӑртнӑ. Презентаци раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Мускав сехечӗпе 11 сехетре пуҫланӗ. Хӑтлав чӑвашла иртӗ. 40-минутлӑ икӗ сессирен тӑракан презентацие кирек кам та хутшӑнайӗ.

Александра Сергеевна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче акӑлчан тата нимӗҫ чӗлхисене вӗреннӗ. Унтан Мускавра ассистент, тӑлмачӑ пулса ӗҫленӗ. 2016-2018 ҫулсенче вӑл пӗлӗвне Экономикӑн аслӑ шкулӗнче ҫӗнӗлле уҫӑлнӑ ют чӗлхе факультетӗнчи магистратурӑра анлӑлатнӑ. Халӗ Китайри Куньмин хулинче акӑлчан чӗлхи вӗрентет.

«Эпӗ студент чухнех ҫырма пуҫланӑ. Ку юмахсен пуххин пӗрремӗш пайне эпӗ 2016-мӗш ҫулта ҫырнӑ, пӗлтӗр иккӗмӗш пайне ҫырса пӗтернӗ. Малтан ҫырнисем пурте вырӑсла, чӑвашла ҫырни пӗрремӗш хут», — пӗлтерчӗ вӑл ҫак йӗркесен авторне.

Тӗнче тетелӗнчи уҫӑ ҫӑлкуҫсем тӑрӑх пире ҫакна та пӗлме май килчӗ: 2018 ҫулта хӗр Чӑваш Ен ҫинчен акӑлчан чӗлхипе «Let's speak about Chuvashia» курс ҫырса хатӗрленӗ. Ӑна хатӗрлеме Экономикӑн аслӑ шкулӗн профессорӗ, ученӑй-лингвист пулнӑ (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр) Елена Соловова пулӑшнӑ. Елена Николаевна ӑсчах «Биг Бэн ҫинчен пӗлнипе эсир кама кӑсӑклантарайӑр? Тӑван тӑрӑх ҫинчен эсир акӑлчанла каласа кӑтартма пултаратӑр-и-ха?», — теме юратнӑ.

Пирӗн ентешӗмӗрӗн Чӑваш Ен ҫинчен акӑлчанла ҫырнӑ вӗренӳ курсӗ 8, 9, 10, 11-мӗш классенче вӗренекенсем валли аван.

#культура#чӗлхесем#чӑвашлӑх#Китай#Мускав#Ҫӗрпӳ районӗ#Кӑнар

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/presquechinoise...2%2Falbum4284077_00%2Frev

 

Чăваш халăх сайчĕ