Снегопад Юрий. Ухсай асра, Ухсай сумра // Урал сасси. 2021. Раштав, 1.

02.12.2021 10:27 | просмотров: 718
Снегопад Юрий. Ухсай асра, Ухсай сумра // Урал сасси. 2021. Раштав, 1.

Ноябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш халăх поэчĕн Ухсай Яккăвĕн 110 çулхи юбилейне халалласа Слакпуçĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен наукăпа методика конференцийĕ иртесси çинчен эпир вулакансене хыпарланăччĕ. Мероприятине Пелепей тăрăхĕнчи вĕрентекенсемсĕр пуçне Кармаскалăпа (Тинĕскÿл шкулĕ) Мияки (Çĕнĕ Хурамал) тăрăхĕсенчи тата Чăваш Енри Çĕрпÿ районĕнчи ĕçтешсем хутшăнчĕç. Вăл Zoom системи урлă иртрĕ.

Канашлăва хуçасем ялти культура çурчĕн вулавăшĕнче йĕркеленĕ. Тĕплĕн те çÿллĕ шайра темелле, техника кăлтăкĕсене шута илмесен. Ăна Слакпуç шкулĕн вĕрентекенĕ М.М. Трофимова ертсе пычĕ. Чăн малтан сăмах аякри хăнасене, çĕрпÿсене, пачĕç. Вĕсем хăйсен доклачĕсемпе мастер-класĕсенче «Ухсай Яккăвĕн чĕлхипе стилĕ», «Ухсай Яккăвĕн сăвви-юррисене пуçламăш класри ачасене вĕрентесси», «Поэтăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ» сăмах каçмăш», «Çыравçăн публицистикинчи çут çанталăка сыхлас ыйту», «Ухсай калăпланă çын тата çанталăк сăнарĕсем», «Ухсай Яккăвĕн пултарулăхĕпе класс тулашĕнчи мероприятисенче паллаштарасси» тата ытти темăсене хускатрĕç, халăх поэчĕн хăш-пĕр сăввисене илемлĕ вуларĕç.
Ĕçри ăсталăхпа паллаштарма Пушкăртстанри вĕрентекенсем патне черет çитрĕ. Вуншар çул ачасене тăван чĕлхене ăша хывма вĕрентнĕ В.К. Алексеева, П.Г. Кирилова, А.А. Емельянов (Пелепейĕнчи чăваш гимназийĕ), Т.А. Алексеева (Пелепей районĕ, Ярмулай шкулĕ), Л.Н. Павлова (Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл шкулĕ), С.В. Игнатьева (Пелепей хулинчи 1№ шкул) педагогсем Я.Г. Ухсайăн пултарулăхĕ урлă хăйсен ĕçĕнчи ăсталăх мелĕсене уçса пачĕç, ĕçтешĕсене вĕрентÿ тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕç. Вĕсенчен кашниех çак мероприятие чăваш тумĕпе килни те ĕçлĕ канашлăвăн сăнне илем кÿчĕ, шайне ÿстерчĕ. Алексей Анатольевич вара халăх поэтне халалласа хăй çырнă «Мăнаçлă сăвăç, полиглот» сăввине пухăннă ĕçтешĕсен умĕнче вуларĕ.
Çĕр поэтне халалланă конференци вăл çырнă сăвă çаврăмĕсемсĕр иртмерĕ. Çакна «Илемлĕ вулав» конкурс та (вăл мероприятин иккĕмĕш пайĕ пулчĕ) çирĕплетрĕ. Вĕрентекенсем унăн «Карлав аври касмашкăн кайрăм», «Юратрăм эп, хирсем, сире», «Хыпар», «Вăрçă кăварĕ витĕр вăркăнатăп» сăввисене вуларĕç.
Ятарлă жюри членĕсем докладпа тухса калаçакансене те, мастер-класс ирттерекенсемпе сăвă вулакансене те палăртрĕç. Конференци ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, Пелепей районĕнчи вĕренÿ управленин методисчĕ Светлана Гареева, Пелепей тăрăхĕнчи чăвашсен наципе культура автономин ертÿçи Владимир Яковлев, Рудольф Павлов-Илкельри çыравçă тухса сăмах каларĕç, хамăрăн сумлă поэта малашне те асра тытасса шанса вĕрентекенсене хăйсен çăмăлах мар ĕçĕнче çитĕнÿсем тума сунчĕç. Сăмах май, конференцине хутшăнакансен ячĕпе Мускавран «Раççейри халăхсен çурчĕ» ФГБУ директорĕнчен Андрей Березинран, Шупашкартан ЧР Профессиллĕ çыравçăсен союзĕнчен (Лидия Филиппова) салам çырăвĕсем килсе çитнĕ.
Пилĕк сехете тăсăлнă мероприяти Ухсай Яккăвĕн музей çуртне çитсе унти экспонатсемпе паллашнипе тата унăн бюсчĕ умĕнче шкул ачисем сăвă вуланипе, чĕрĕ чечексем хунипе вĕçленчĕ.
***
Тепĕр кун, ноябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче, мăнаçлă поэт çуралнă кун куракансем Пелепей хулинчи «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕнчи «Илем» халăх ансамблĕн литературăпа юрă-кĕвĕ композицине курса савăнма пултарчĕç. Ăна Марина Денисова ертсе пычĕ, «Илем» ушкăн программăна юрăсемпе пуянлатрĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Пелепей районĕ.

 

Снегопад Юрий. Ухсай асра, Ухсай сумра // Урал сасси. 2021. Раштав, 1.