Николай МЯСНИКОВ: Çамрăксем экспедицисене хутшăнса историе лайăхрах пĕлеççĕ

17.11.2021 12:13 | просмотров: 770
Николай МЯСНИКОВ: Çамрăксем экспедицисене хутшăнса историе лайăхрах пĕлеççĕ

Археологсем этем культурин йĕрĕсене — артефактсене — тĕпчеççĕ тата «Çынсем мĕнле тата ăçта пурăннă?» йышши ыйтусене хуравлаççĕ. Археологсене палеонтологсемпе, чĕр чунсемпе ӳсен-тăран кун-çулне тĕпчекенсемпе, пăтраштарма кирлĕ мар. Паян вулакана паллаштаракан çын шăпах археологсен ретĕнчен. Сăмахăм истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Николай Мясников пирки.

Антропологсем те…

— Николай Станиславович, археологсем пирки тепĕр чухне аваллăх антропологĕсем те теççĕ. Вĕсене çуртсем, эрешсем, çынна пытарнă вырăнсем, ӳкерчĕксем, хĕç-пăшал кăсăклантараççĕ. Эсир мĕншĕн шăпах çак профессие суйласа илнĕ, урăххине мар?

— Тĕп хулари 1-мĕш лицейĕн 5-мĕш класĕнче вĕреннĕ вăхăтра пирĕн пата Наталийăпа Александр Березинсем пынăччĕ. Вĕсем — археологсем, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕсем. Çаксем тата шкулти истори учителĕ Айрат Савин тăрăшнипе «Паллă мар Çĕр чăмăрĕ» кружок йĕркелерĕç. Çапла майпа республика тăрăх çӳреме, çырма-çатрана, юхан шывсене тĕпчеме, чĕр чунсен чулланнă шăмми- шаккине чавса кăларма пуçларăмăр.

Эпĕ те çав çулсенче археологипе кăсăкланма, авал çынсем пурăннă вырăнсенче ирттерекен экспедицисене хутшăнма тытăнтăм. Çапла вара шкул пĕтернĕ тĕле кам пуласси ыйту тухса тăмарĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе географи факультетĕнче пĕлӳ илме пуçларăм. Кунта мана археологи енĕпе Евгений Михайлов преподаватель вăйлă витĕм кӳчĕ, археологсемпе чавса шыракан ĕçсене явăçтарчĕ. Пиллĕкмĕш курсра вĕреннĕ вăхăтра, 2009 çулта, мана Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтне ĕçлеме илчĕç.

— Çапла, кĕске вăхăтрах эсир лаборантран археологи енĕпе ĕçлекен ăслăлăхăн аслă сотрудникĕ таран çĕкленме пултарнă.

— Паллах, çакăн пек ӳсме 2014 çулта Тутар Республикин Ăслăлăхсен академийĕн А.Х.Халиков ячĕллĕ археологи институчĕн аспирантуринче илнĕ пĕлӳ те пулăшнах. Ăслăлăх ертӳçи Дмитрий Бугров ертсе пынипе Чăваш Ен территорийĕнче çак эрăри пĕрремĕш ĕмĕрсенче мĕн пулнине тĕпчерĕмĕр.

— Мĕн пулнă кунта, пирĕн çĕр çинче?

— Пирĕн регион çак тапхăрта пысăк йышпа куçса килекенсемпе палăрса юлнă. Вĕсенчен улăп тăпри евĕрлĕ тĕмсен, питĕ пуян япаласемпе тата чылай хĕç-пăшаллă, палăксем юлнă. Çакскерсем вырăнта пурăнакансене — финн-угор, Атăлçи-финн йăхĕсене, мордва халăхĕн несĕлĕсемпе çыхăннисене — хăйсене пăхăнтарса тăнă. Çапла майпа пĕчĕккĕн, археологсен чĕлхипе каласан, авалхи мордва культури аталанма пуçланă. 5-6-мĕш ĕмĕрсенче кунта çармăссен несĕлĕсем килсе вырнаçнă. Çакă пĕтĕмпех тĕрĕксемпе пăлхарсемччен пулса иртнĕ.

Аслă Таяпа — Пăлхар патшалăхĕн хули

— Эсир тĕпчекен ĕçсенчен пысăк пайĕ Атăлçи Пăлхар патшалăхĕпе çыхăннă. Кăна археологи тĕпчевĕсен материалĕсем лайăх çирĕплетеççĕ.

— Эпир тĕрлĕ тапхăрăн археологине тĕпчетпĕр. Юлашки тапхăрта Атăлçи Пăлхар патшалăхĕпе çыхăннă вырăнсенче чавса шырас ĕçе нумай ирттеретпĕр. Сăмахран, Аслă Таяпа хулашĕ пулнă вырăнта тăватă çул каялла Чăваш Ен тата Тутарстан ăсчахĕсен пĕрлехи тĕпчевĕсене йĕркелерĕмĕр. Шырав ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн монографи хатĕрлеме палăртнă.

— Аслă Таяпа хулашĕ пирки мĕн каланă пулăттăр?

— Вăл 10-13-мĕш ĕмĕрсенчи хула пулнă. Çурт пулнă темиçе вырăна, производствăран юлнă хатĕрсене, тимĕрç тата ремеслапа, чӳлмекпе çыхăннисене, тĕпченĕ ĕнтĕ. Несĕлсем ун чухнех кирпĕчпе усă курни паллă. Вĕсенчен пĕр мунча, урай айĕнчен ăшăтакан тытăмлăскер, пулнă ахăр. Хулашра пурăннисен йăлисене, культура, суту-илӳ çыхăнăвĕсене, усă курнă эрешĕсене, вилнĕ çынсене мĕнле пытарнине, вĕсен юлашкийĕсем тăрăх антропологипе çыхăннă хăйне евĕрлĕхсене тата ыттине тĕпчетпĕр.
— Малтанлăха мĕнле пĕтĕмлетӳ тунă пулăттăр?

— Аслă Таяпа — Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн хĕвел анăç енчи хули. Çав тапхăрта паянхи Чăваш Енĕн кăнтăр енчи территорийĕ Атăлçи Пăлхара кĕнĕ. Археологи кăтартăвĕсем /топографи, халăх йышĕ, культура çыхăнăвĕсем, ремесла аталанăвĕн шайĕ/ Таяпа чăн-чăн хула пулнине çирĕплетеççĕ.

— Пăлхар патшалăхĕ нумай нациллĕ пулнă. Аслă Таяпара мĕнле халăх çыннисем пурăннă

— Тĕрĕксем. Вĕсем çывăх тăрăхра тĕпленсе пурăнакансене — çармăссен, мордвасен, удмуртсен тăхăмĕсене — пăхăнтарнă. <...>

Надежда СМИРНОВА. 

 

«Хыпар». 127 (27860) №. 16.11.2021