«Эпир куллен чӑвашла калаҫма майсем йĕркелесе пама тăрăшăпăр», — тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

11.11.2021 09:51 | просмотров: 764
«Эпир куллен чӑвашла калаҫма майсем йĕркелесе пама тăрăшăпăр», — тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Çӗнӗ чăваш ҫырулăхне 150 ҫул ҫитнине палăртса Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ăшшăн саламланă.

   Çӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалласа чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Наци библиотекинче «Ӑ-150» пӗтӗм чӑваш акцийĕ иртнĕ.

   Чăваш Енĕн ҫĕнĕ ҫырулăхĕ Аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев ячĕпе ҫыхăннă, шăпах та вăл тата унăн ăсчахĕсем чăваш алфавитне пуҫарса йĕркеленĕ, ăна чăваш чĕлхинчи фонетика уйрăмлăхĕсене тĕпе хурса пурнăҫа кĕртнĕ.

   «Халăхшăн тăван чĕлхене пĕлни паха тата пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Тăван чĕлхе халăхăн йăли-йĕркипе культурине тарăн ăша хывса пурăнма витĕм кӳрет, тепĕр тесен ăс-хакăл тĕнчине те пуянлатса пыма май парать. Кашни ҫыннăн шухăш-кăмăлне тăван чĕлхе витĕмлĕхне тĕпе хурсан тарăнрах пĕлме май пур. Халăхăн хăйне евĕрлĕ культурине те тĕпчесе пыма ансатрах пулса пырать, кăмăл-туйăма та ҫемҫетме пулăшать», — ҫапларах палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.  

   Чăваш чĕлхине анлăрах сарма, тарăнрах вĕренсе аталантарса пыма 2020 ҫулта ятарлă патшалăх программине йышăнса хăварнă.  Паянхи пурнăҫ таппинче чăваш чĕлхине вĕрентессипе шкулсенче ăстаҫăсем хастар ĕҫлеҫҫĕ. Вĕренӳ учрежденийĕсенче ятарлă классем уҫнă, литература каҫĕсене йĕркелеҫҫĕ, ачасемпе уҫă калаҫусем, методика сессийĕсене ирттереҫҫĕ.

   Тăван чĕлхене тата та лайăхрах аталантарас тесессĕн, пурин те пĕр-пĕринпе килĕшсе, пĕрне-пĕри хисеплесе мĕнпур палăртса хунă ĕҫсене йĕркелесе пыма тăрăшмаллине каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Патшалăх влаҫ тытăмĕнче ĕҫлекенсен, обществăлла организацисенче тăрăшакансен, истори, культура пайĕсенче тимлекенсен, чĕлхеҫĕсен пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса тăмаллине каланă. Тăван чĕлхене ҫитĕнекен ăрăва вĕрентсе хăварма витĕм кӳрсен аван пулмаллине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. «Тăван чĕлхе пултăр тата вăл хăватлăн вăй илсе аталанса пытăр тесессĕн, кулленех ăна юратса унпа калаҫма тăрăшмалла, мĕнпур ресурссене ĕҫе кĕртмелле. Вĕсемпе усă курни те хăйне евĕр пысăк ĕҫ пулса тăрĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем тăван чĕлхепе халăх патне хыпарсене илсе ҫитерни, хаҫат-журналсенче тĕрĕ материалсем пичетлесе кăларни те ҫав тери аван. Вĕсем те чĕлхене аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшни куҫ кĕретех», — тенĕ вăл.

   Палăртнă кун библиотекӑра тӗрлӗ лапам ӗҫленĕ. «Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхӗ 150 ҫулта» ятлӑ пысӑк кӗнеке куравӗн никӗсӗ ҫинче йӗркеленӗ интерактивлӑ лапамра чӑваш чӗлхи урокӗсем, документлӑ фильм, лекци, экскурси-викторинӑсем иртнĕ. «Фолк-тӗпелте» чӑваш халӑх тумӗпе, эрешӗпе, ташши-вӑййипе, сӑмахлӑхӗпе, музыка инструменчӗсемпе паллашма май пулнă. «Чӑваш ыйтӑвӗ» уҫă калаҫура вара чӑваш чӗлхине вӗрентессипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтăвĕсене сӳтсе явнă.

   Ҫынсене тăван чĕлхепе калаҫма тата унпа ҫырура усă курма вĕрентмелли методика пайне кăштах та пулсан ҫĕнĕллĕхсем кĕртсен, пĕлӳ илме ансатрах майсем туса парсан, тен ӳлĕмрен тата та ытларах чăваш чĕлхипе калаҫма кăмăл тăвакансем пулĕҫ. Кун пирки те шухăша пĕлтернĕ республика Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче. «Тăван тăрăхра чăвашлăх вăй илтĕр тесе, хамăр енчен мĕнпур условисем йĕркелесе пама тăрăшăпăр. Ҫуртсене эрешленĕ чухне те тăван халăхăн туприне тĕпе хурсан лайăх. Эпир пирӗн тавралӑха чӑваш орнаменчӗсемпе туллин илемлетес тесе, чӑваш стилӗнче тата пире куллен чӑвашла усӑ курма пулӑшас тесе пурне те тӑвӑпӑр», — тенĕ сăмаха ҫавăрса Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.       

 

ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКИН ВЛАҪ ОРГАНӖСЕН ОФИЦИАЛЛӐ ПОРТАЛӖ