НТРК директорне çирĕплетнĕ // Хыпар. - 2021. - Юпа, 14

14.10.2021 15:02 | просмотров: 851
НТРК директорне çирĕплетнĕ // Хыпар. - 2021. - Юпа, 14

Светлана Губановăна Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕн директорне çирĕплетнĕ.

Светлана Владимировна Мускав патшалăх университетĕнче журналистика факультетĕнче /телеуйрăм, журналист, радиопа телекуравăн литература ĕçченĕ/ аслă пĕлӳ илнĕ. Телекурав ĕçĕнче вăл — 1997 çултанпа.

Журналист карьерине Светлана Губанова хаçат корреспондентĕнчен пуçланă, редактор та пулнă, программăсен продюсерĕ те, шеф-редактор та, шеф-продюсер та, проект ертӳçине те çитнĕ, хăйĕн продюсер центрне те йĕркеленĕ.

Тĕрлĕ çулсенче НТВ, РТР, ТВ Центр, РЕН ТВ, Пĕрремĕш канал телеканалсенче ĕçленĕ.

Вăл — документлă фильмсен /«Цирковые судьбы» ярăм /7 фильм/, Аутизм. Особый мир», «Меченые луной», «Безымянная высота», «Штрафная рота», «Под куполом цирка. Смертельный номер», «Шишкан и его команда», «Угадай мелодию», «Нереальные звезды», «Таблетка от страха», «Призрак Саакашвили», «Турецкий марш Мендельсона», «Дело нечистое»/ авторĕ тата продюсеръ.

«Город слепых» документлă фильм Германире документлă фильмсен фестивалĕнче диплома тивĕçнĕ. Документлă киновăн Великобританири, Америкăри, Норвегири Пĕтĕм тĕнчери фестивалĕсене хутшăннă.

Светлана Владимировнăна ТЭФИ-2001 преми лауреачĕн дипломĕпе, РФ Правительствин культура енĕпе паракан премийĕпе, «Раççей телекуравĕн академийĕн фончĕн дипломĕпе чысланă.

Фото moygorod.online

 

НТРК директорне çирĕплетнĕ // Хыпар. - 2021. - Юпа, 14