Астăвăмпа хурлану кунӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Çар Мухтавĕн мемориалĕн комплексӗнче Ӗмӗрлĕх вут-ҫулӑмĕ умне чĕрĕ чечексем хунă

22.06.2021 16:53 | просмотров: 1019
Астăвăмпа хурлану кунӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Çар Мухтавĕн мемориалĕн комплексӗнче Ӗмӗрлĕх вут-ҫулӑмĕ  умне чĕрĕ чечексем хунă

Ҫĕртме уйăхĕн 22-мӗшӗнче, Астăвăмпа  хурлану кунӗнче, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкарти Çар Мухтавĕн мемориалĕн комплексӗнче Ӗмӗрлĕх вут-ҫулӑмĕ  умне чĕрĕ чечексем хунă.

Хурлану митингне ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем: Анатолий Аксаков, Алена Аршинова, Николай Малов, Леонид Черкесов тата Игорь Моляков, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Альбина Егорова, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Вячеслав Борисов, Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ертӳҫисем тата ыттисем хутшӑннă.

 Аслă Çĕнтерĕве туптанă, хăйсен йăхне тăсакан çĕнĕ ăрăва телейлĕ те ирĕклĕ, янкăр тӳпеллĕ пурнăç парнеленĕ паттăр салтаксене пуҫ тайса  паллă пулăма пухăннисем пĕр самантлăха шăплăха тытнă.

 

ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКИН ВЛАҪ ОРГАНӖСЕН ОФИЦИАЛЛӐ ПОРТАЛӖ