Юрий СНЕГОПАД. ЯНРАТĂР КЕКЕНТЕ АЧА САССИ // Урал сасси. - 2021. - Çу, 25.

27.05.2021 10:01 | просмотров: 1116
Юрий СНЕГОПАД. ЯНРАТĂР КЕКЕНТЕ АЧА САССИ // Урал сасси. - 2021. - Çу, 25.

Кирек мĕнле яла та урамри ача-пăча сасси илем кÿрет. Шел пулин те паянхи кун çак савăнăçлă пулăма кашни çĕртех кураймăн. Çакăн пек ялсен малашлăхĕ те иккĕленÿллĕ. Мияки районĕнчи Кекен ялĕ пирки çапла калаймăн. Кунта шкулĕ те, ача сачĕ те пур.

Шăпăрлансен иккĕмĕш тăван килне хальхи вăхăтра 11 ача, икĕ çултан пуçласа çичче çитиччен, çÿрет. Вĕсен телейлĕ те хаваслă, тулăх ачалăхĕшĕн килте ашшĕ-амăшĕ канăçсăрланать пулсан, садикре Инна Григорьева аслă воспитательпе Рамзия Никитина воспитатель, Вера Константинова воспитатель пулăшаканĕпе Динара Семенова повар тăрăшаççĕ.


- Ачасен шучĕ яланах пĕр пек пулман. Малтанхи çулсенче йышлăрахччĕ. 2014 çулта вĕсем хĕрĕх икке çитнине пула икĕ ушкăн йĕркелемелле пулчĕ, - тет Инна Ивановна ача сачĕн кулленхи пурнăçĕпе паллаштарнă май.
Хальхи вахăтра кунта пĕр ушкăн ĕçлет. Чăн та, унта тĕрлĕ çултисем çÿреççĕ.
- Пĕр енчен çак пулăмăн йывăрлăхĕсем те пур, тепĕр тесен лайăххи те çителĕклех - аслисем çине пăхса кĕçĕннисем вĕренеççĕ. Вăйă вылятпăр-и, физзарядка тăватпăр-и, юрă-кĕвĕ шăрантаратпăр-и, тĕрлĕ уяв-конкурссене хутшăнатпăр-и - пурте пĕрле, - сăмахне малалла тăсать аслă воспитатель.


Шăпăрлансем çинчи чăваш тумне курсан вара куç вылять. Вĕсене педагогсен пĕчĕк коллективĕ регионти компонентсене тĕпе хурса хăйсемех çĕлесе хатĕрленĕ. Çыпăçуллă та куçа илĕртекен тумтире тăхăнса пăхсан çитĕнсе çитнĕ çыннăн та ачалăха таврăнас кăмăл çуралĕ. Инна Ивановна çак ĕçре Рамзия Хамитовнан тÿпи пысăк пулнине палăртрĕ. Вăл хушпу, тухья тума та ăста иккен.
- Пирĕншĕн чи хакли - ачасем сывлăхлă пулни. Вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе çывăх çыннисем яланах юнашар çÿреччĕр. Аслисем ачана çуратнипе çеç мар, ăна пурнăç çулĕ çине кăлармалине асра тытчĕр, - сăмахне пĕтĕмлетрĕ Инна Ивановна.

Юрий СНЕГОПАД.
Мияки районĕ, Кекен ялĕ.

 

Юрий СНЕГОПАД. ЯНРАТĂР КЕКЕНТЕ АЧА САССИ // Урал сасси. - 2021. - Çу, 25.