Константин Иванов çуралнă кунне тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа - «Çакă çутă тĕнчере …» акци

27.05.2021 09:31 | просмотров: 1101
Константин Иванов çуралнă кунне тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа - «Çакă çутă тĕнчере …» акци

Чăваш литературин классикĕ Константин Васильевич Иванов 1890 çулхи çу уйăхĕн 15(27)-мĕшĕнче Пушкăрт Республикин Слакпуç ялĕнче çуралнă. Çавна май тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа 2021 çулхи çу уйăхĕн 17-31-мĕшĕсенче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ «Çакă çутă тĕнчере …» акци ирттерет. Акци тĕллевĕ: чăваш чĕлхине упраса хăварасси, аталантарасси, халăх хушшинче сарасси. Акцие чăвашла пĕлекен кирек кам та хутшăнма пултарать.

Акцие хутшăнакансен К.В. Иванов хайлавĕсене е вĕсен сыпăкĕсене вуласа видео çине ÿкерсе илмелле те #çакăçутăтĕнчере хештегпа Контактра хутшăну тетелĕнчи «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи»  ушкăна (https://vk.com/club201526545) вырнаҫтармалла.

Акцие хутшăнакансене сертификат параççĕ.

Ыйтса пĕлмелли телефон – (8352) 58-47-19 (этнокультура вĕренĕвĕн кафедри).

 

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ