2021 çулта «Пĕтĕм чăваш диктантне» пурĕ 8920 çын хутшăнчĕ...

17.05.2021 14:20 | просмотров: 997
2021 çулта «Пĕтĕм чăваш диктантне» пурĕ 8920 çын хутшăнчĕ...

2021 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм хулапа ялта Чăваш чĕлхи кунне тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ  2021» акци иртрĕ. Диктанта тĕрлĕ майпа çырчĕç.

Хăйсем пурăнакан вырăнта çырма кăмăл тунисем диктант текстне 13.00 сехетре Чăваш наци радиовĕн 95.5 FM, 105.0 FM тата 72.41 УКВ хумĕсем çинче, «Тăван радион» 100,3 Fm хумĕсем çинче тÿрĕ эфирта итлерĕç, Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче панă ссылкăпа çырма пултарчĕç. Константин Доброхотов блогер вуланине Инстаграм хутшăну тетелĕнче пăхса-итлесе çырчĕç.

Ятарлă вырăнта пĕлĕвне тĕрĕслес текенсем Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕн факультетĕнче, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче, Чăваш Республикин наци библиотекинче, пурăнакан вырăнта вырнаçнă шкулсенче çырчĕç.

Диктант çырнин пĕрремĕш пĕтĕмлетĕвне (БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии » Новости » Пĕтĕм чăваш диктант çырчĕ (cap.ru)) ака уйăхĕн 30-мĕшĕнчех турăмăр, хăш-пĕр районтан тата регионтан информаци вăхăтра килменнипе ун чухнехи пĕтĕмлетÿ туллиех пулмарĕ пулин те диктанта 7276 çын хутшăннине пĕлтертĕмĕр.

Паянхи куна пĕтĕмлетÿ çакăн пек:

Чăваш Республики – 6938;

Тутарстан Республики – 581;

Пушкăртстан Республики – 837;

Чĕмпĕр облаçĕ – 284;

Ханты-Мансийск – 12;

Мускав – 10;

Санкт-Петербург – 4;

Киров облаçĕ – 1;

Тюмень облаçĕ – 1;

Самара – 1;

280 çын çырнă ĕçĕсене Интернетпа ярса пачĕ.

Çапла вара, «Пĕтĕм чăваш диктантне» пурĕ 8920 çын хутшăнчĕ.

Диктант çырнисене те, ăна йĕркелеме хутшăннисене те чĕререн тав тăватпăр, тăван чĕлхемĕрпе тăван культурăна упраса аталантарма малашне те хастар хутшăнасса шанатпăр.

Акцие хутшăннисене сертификатсем, йĕркелесе ирттерме пулăшнисене Тав хучĕсем парса чыслатпăр. Вĕсене хулари тата районти вĕренÿ пайĕсене ярса паратпăр, онлайн çырнисем вара сертификатсене  электрон почтăпа илĕç.

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2021»  результачĕсем (Результаты тотального диктанта по чувашскому языку – 2021)

«Пĕтĕм чăваш диктантне»  хутшăнса «5» илнисен списокĕ (Список участников, написавших диктант по чувашскому языку на «отлично»)

 

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ