Кӗҫтук Кольцов поэт-салтак ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитрӗ

16.04.2021 17:03 | просмотров: 934
Кӗҫтук Кольцов поэт-салтак ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитрӗ

«Паттӑрсем вутпала ҫулам витӗр

Улӑпсем пек утаҫҫӗ паян.

Ман ҫӗршывӑн юрри те, кӗвви те

Аслатиллӗ кӗрлет ян та ян!»…

 

Ҫак ҫулӑмлӑ сӑвӑ йӗркисен авторӗ Кӗҫтук Кольцов - чăваш поэчĕ. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса Аслӑ лейтенанта çитнĕ. Константин Михайлович ҫуралнӑранпа 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 105 ҫул ҫитрӗ. Поэта сума суса К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче астӑвӑм каҫӗ йĕркелерĕç.

Уяв Шупашкарти К.Иванов ячĕллĕ литература музейӗн ертӳҫи, Чӑваш наци конгресӗн культура комитетчӗн пайташӗ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ирина Оленкина пуҫарӑвӗпе иртрӗ. Музей ӗҫченӗсем мероприяти валли ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑх ҫулӗ ҫинчен «Юлашки юн тумламӗ юлмиччен…» кӗнекепе документ куравӗ йӗркеленӗ. Астӑвӑм каҫне музейри ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Галина Еливанова ертсе пычӗ, ҫыравҫӑн кун-çулĕпе пултарулăхĕ çинчен тулли каласа пачĕ.

Поэт Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин малтанхи кунӗсенчех салтак шинелӗ тӑхӑннӑ, Муромри ҫар училищинче вӗреннӗ, унтан Карели фронтӗнче ҫапӑҫнӑ. Йывӑр аманнӑ хыҫҫӑн унăн чĕри фронт çывăхĕнчи пĕр госпитальте тапма чарăннă. Чӑваш сӑвӑҫне Карели Республикин Лоухи районӗнчи Сосновый ялӗ ҫывӑхӗнчи масарта пытарнӑ. Ялти шкулта сӑвӑҫ ячӗпе асăну кӗтесĕ йӗркеленӗ. Ялта ҫавӑн пекех ун ячӗпе хисеплекен урам та пур.

Юбилей каҫне Константин Михаловичӑн пултарулӑхне хак пама культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, тӑванӗсем, Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн пайташӗсем, учительсемпе шкул ачисем, студентсем хутшӑнчӗҫ.

Чӑваш наци вулавӑшӗн тӗп специалисчӗ, Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн ертӳҫи Вера Архипова поэт-салтакӑн пултарулӑхӗ нумай енлӗ, тарӑн та пуян пулнине палӑртӗ, хайлавӗсепе паллаштарчӗ, унӑн сӑввисемпе упранса юлнӑ ҫырӑвӗсем, калавӗсемпе очеркӗсем республикари тата Чӑваш наци вулавӑшӗнчи Кӗнеке палатинче тата «Чӑваш кӗнеки» центрта тирпейлӗн упраннине пӗлтерчӗ.

Кӗҫтук Кольцов хастар хаҫатҫӑ пулнӑ, тӗрлӗ жанрпа ҫырнӑ – очерк, фельетон, статья, тӗрленчӗк, такмак, репортаж, сӑвӑлла корреспонденци тата ытти те. Кӗҫтук Кольцовӑн пӗрремĕш сӑввисем фронта кайиччен «Социализмшӑн» хаҫатра ӗҫленӗ вӑхӑтра пичетленнӗ. Вулакансем патне сӑвӑҫ «Сывӑ пул, савниҫӗм», «Юрӑ», «Этем ҫурални», «Ял каччи» тата ыттисене ҫитернӗ. «Ҫамрӑк большевикра» ӗҫленӗ чухне вӑл очерксемпе калавсем ҫырнӑ.

Фронтра чухне те сахал мар сӑвӑ шӑрҫаланӑ поэт. Вӗсене тӳрех район хаҫачӗсене янă. Сăвăçă 1941-1943 ҫулсенче ҫырнă хайлавĕсем унӑн пултаруллӑхӗн чи ҫӳллӗ тапхӑрĕ. «Фронтра», «Карели фронтӗнчен», «Пысӑк пул та паттӑр пул», «Ока ҫинчи хӗр» чӑваш поэзийӗн ылтӑн фондне кӗчӗҫ. Вӗсенче философиллӗ тарӑн шухӑш, патриотла кӑмӑл-туйӑм, вут- ҫулӑмлӑ публицистика палӑрса тӑрать. 1962 çулта Кĕçтук Кольцова (вилнĕ хыççăн) СССР писателĕсен союзне илнĕ. 1963 çулта Чăваш кĕнеке издательстви поэтăн сăввисене пухса «Сăвăсем» кĕнеке пичетлесе кăларнă.

Уявра Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренекен студентсем, шкул ачисем, чӑваш халӑх артистки Галина Пуклакова тата Земфира Яковлева ертсе пыракан Чӑваш наци библиотекинче йӗркеленнӗ «Эревет» фольклор ушкӑн пухăннисен кăмăлĕсене сӑвӑ тата юрă-кĕвĕ çемипе кăмăлĕсене тултарчĕç.

Музейра йӗркеленӗ «Юлашки юн тумламӗ юлмиччен…» кӗнекепе документ куравӗ, унти экспонатсемпе паллаштарни, поэтӑн пурнӑҫӗнчи кӑсӑк пулӑмсем ҫинчен каласа панисем Кӗҫтук Кольцов сумлӑ ячӗ тӑван литературӑра пуян еткер хӑварнине тепӗр хут ҫирӗплетрӗҫ.

Вера Архипова

Чӑваш наци вулавӑшӗн тӗп специалисчӗ,

Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн ертӳҫи

Фотографии