Институт ĕçченĕсем "субботник" ирттерчĕç, çурт таврашĕнчи лаптăка тирпейлерĕç

16.04.2021 16:29 | просмотров: 921
Институт ĕçченĕсем "субботник" ирттерчĕç, çурт таврашĕнчи лаптăка тирпейлерĕç

Институт ĕçченĕсем алла кĕреçе-кĕрепле тытса, кар! тăрса çурт таврашĕнчи лаптăксене юр айне кĕрсе юлнă тăкăннă çулçăран, ÿкнĕ туратран, çил хăваласа килнĕ тĕрлĕ çÿп-çапран тасатрĕç. Таса та илемлĕ вырăнта уçăлса çÿреме те, ĕçе килнĕ-кайнă самантсенче е апат вăхăтĕнче канма тухсан пуçра вирхĕнсе çÿрекен шухăшсене йĕркене кĕртме те кăмăллă. Таса вырăнта ешĕл курăка та çурхи хĕвел ăшши хăвăртрах хĕл ыйхинчен вăратать, таврана часрах илем кÿме пулăшать.

Фотографии