Чӑваш кӗнеке издательствинче "Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин" 4-мӗш томӗ пичетленсе тухнӑ

25.02.2021 18:29 | просмотров: 1109
Чӑваш кӗнеке издательствинче "Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин" 4-мӗш томӗ пичетленсе тухнӑ

Чӑваш кӗнеке издательствинче "Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин" 4-мӗш томӗ пичетленсе тухнӑ.

Нумай томлӑ кӑларӑмпа 1992 ҫултанпах ӗҫлеҫҫӗ. Анчах тӗрлӗ сӑлтава пула ку ӗҫ пӗр вӑхӑт чарӑннӑ. Пӗрремӗш том 2011 тата 2013 ҫулсенче кун ҫути курнӑ.

4-мӗш тома чӑваш алфавичӗн 3 сас паллине кӗртнӗ: п, р, с. Кӑларӑмра сӑмахсемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсен пӗлтерӗшне илсе кӑтартнӑ, тӗслӗхсем те панӑ.
Словарь хатӗрленӗ чухне совет тапхӑрӗ хыҫҫӑнхи лексика улшӑнӑвӗсене шута хунӑ. Тӗслӗхсене 2 пин ытла чӑваш хайлавӗнчен, хаҫат-журналтан илнӗ.

Ӑнлантаруллӑ словарӗн 4-мӗш томне Чӑваш патшалӑх гуманитари наукисен институчӗн Ӑслӑлӑх канашӗ йышӑннипе пичетленӗ. Ӑслӑлӑх редакторӗ - Г. А. Дегтярев, авторсен йышӗ - Г. А. Дегтярев, А. П. Долгова, Ю. Ф. Ефимов, Н. А. Плотников, И. П. Семенова. Издательство редакторӗ - Н. В. Вечеркина, ӳнерҫи - В. Н. Гончаров.

Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ словарӗ чӗлхеҫӗсемшӗн, студентсемшӗн тата чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланакан пур ҫыншӑн та усӑллӑ пулӗ.

Фото info.cap.ru

Чӑваш словарӗн ҫӗнӗ томӗ // Хыпар. - 2021. - Нарăс, 25.