Чăваш кĕнеке издательстви «Чăваш чĕлхи: 9-мĕш класс валли» кĕнеке кăларчĕ. Авторĕсем - Ю.М. Виноградов, А.С. Егорова, Л.Г. Петрова

10.02.2021 12:08 | просмотров: 1166
Чăваш кĕнеке издательстви «Чăваш чĕлхи: 9-мĕш класс валли» кĕнеке кăларчĕ. Авторĕсем - Ю.М. Виноградов, А.С. Егорова, Л.Г. Петрова

Вĕренÿ кĕнекисем ҫулсеренех шкулсене ҫитсе тăраççĕ. Чăваш кĕнеке издательстви 2020-мĕш ҫулта «Чăваш чĕлхи: 9-мĕш класс валли» кĕнеке кăларчĕ. Унăн авторĕсем Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ĕçтешĕсем  Ю.М. Виноградов, А.С. Егорова, Л.Г. Петрова.

Кĕнекене Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ.

Чăваш чĕлхине 9-мĕш класра вĕренме кăларнă кĕнеке тăрăх шкул ачисем ҫыхăну паллиллĕ хутлă предложенисен икĕ тĕсĕпе – сыпăнуллă хутлă предложенисемпе, пăхăнуллă хутлă предложенисемпе паллашаҫҫĕ, вĕсемпе чĕрĕ пуплевре тата ҫырура усă курма хăнăхаҫҫĕ. Кунсăр пуҫне авторсем хăш-пĕр сăмахăн этимологине ăнлантарнă, пуплевпе грамматика йăнăшĕсене, вĕсене тӳрлетмелли мелсене кăтартнă.

Вĕрентекенсем «Чăваш чĕлхи» кĕнекене хаваспах йышăнчĕҫ. «Кĕнеке тăван чĕлхе вăрттăнлăхĕсене пĕлме пулăшать», – теҫҫĕ вĕсем.

 

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ