Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунне халалласа конференци иртет

08.02.2021 11:15 | просмотров: 913
Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунне халалласа конференци иртет

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ Шупашкар хулин хавшак сывлăхлă ачасене пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мĕш шкулĕпе пĕрле 2021 çулхи нарăс (февраль) уйăхĕн 19-мĕшĕнче Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунне халалласа «Хавшак сывлӑхлӑ ачасене чӑваш чĕлхипе литератури вӗрентес уйрăмлăхсем» («Особенности обучения чувашскому языку и литературе детей с ограниченными возможностями здоровья») ăслăлăхпа практика конференцийĕ ирттерет.

Конференци программине çак ыйтусемпе докладсем кĕртме палăртнă:

1) «Хавшак сывлăхлă ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентмелли майсемпе мелсем»;

2) «Хавшак сывлăхлă ачасен этнокультура компетецине йĕркелесси»;

3) «Хавшак сывлăхлă ачасене вĕрентмелли хальхи технологисем».

Конференцие хутшăнма тĕпчевçĕсене, аслă тата вăтам шкул преподавателĕсене йыхравлатпăр.

 

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ