ЭВЕРККИ Вера. Санкт-Петербургра Петр Егоров скверĕ пулĕ // Хыпар. - 2021. - Кăрлач, 27.

28.01.2021 11:02 | просмотров: 1140
ЭВЕРККИ Вера. Санкт-Петербургра Петр Егоров скверĕ пулĕ // Хыпар. - 2021. - Кăрлач, 27.

Чăваш Енре 290 çул каялла çуралнă, Санкт-Петербургра ĕçлесе пурăнса çĕршывĕпе ят-сум илнĕ Петр Егоров архитектор тата зодчи ячĕпе сквер хисепленĕ.

Кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче Санкт-Петербургра Топоним комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта хулари скверсенчен пĕрне, Совет урамĕнчи ятсăр бульвара, чăваш скульпторĕн ятне парас шухăша ырласа йышăннă. Кун пек сĕнÿпе асăннă хулана Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çыру ăсатнăччĕ. Çапла сĕнÿпе республика ертÿçи патне Культурăпа истори эткерлĕхĕн «Ăрусен астăвăмĕ» П.Е.Егоров ячĕллĕ фончĕ тухнă.

Сăмах май, зодчи çуралнăранпа 290 çул çитнине халалласа кăçалхи çу уйăхĕнче Шупашкарта савăнăçлă мероприяти иртĕ. Çĕршывĕпе паллă архитектора халалласа кĕнеке пичетлесе кăларĕç. Чăваш наци музейĕнче курав уçăлĕ.

 

Вера ЭВЕРККИ хатĕрленĕ. cheb.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

 

ЭВЕРККИ Вера. Санкт-Петербургра Петр Егоров скверĕ пулĕ // Хыпар. - 2021. - Кăрлач, 27.