Алевтина Долгова тата Александр Кузнецов вĕрентекенсен вĕрентекенне - Юрий Виноградов доцента - халалланă конференци ĕçне хутшăнчĕç

25.01.2021 11:59 | просмотров: 992
Алевтина Долгова тата Александр Кузнецов вĕрентекенсен вĕрентекенне - Юрий Виноградов доцента - халалланă конференци ĕçне хутшăнчĕç

2021 çулхи кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ Юрий Михайлович Виноградов педагог, филологи наукисен кандидачĕ, доцент 75 çул тултарнине халалласа «Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнин ăслăлăх никĕсĕ» ăслăлăхпа практика конференцийĕ ирттерчĕ.

ZOOM хушăм урлă йӗркеленĕ ăслăлăх канашлăвне Чăваш, Тутар, Пушкăрт республикисенчен, Чĕмпĕр, Самара облаçĕсенчен наука ĕçченĕсем, аслă тата ятарлă вăтам пĕлÿ паракан преподавательсем, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем, вулавăш ĕçтешĕсем, тутар, пушкăрт, ирçе чĕлхи вĕрентекенсем, учительсен пĕлĕвне ÿстерекен институт преподавателĕсемпе методисчĕсем, студентсем хастар хутшăнчĕç.

Конференци ĕçне Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи енĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ Алевтина Долгова тата аслă ăслăлăх ĕçтешĕ Александр Кузнецов хутшăнчĕç.

Конференцие Чăваш Республикин вĕренӱ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев уçрĕ, вăл ăслăлăхра тата вĕрентÿре Ю.М. Виноградовăн тÿпи пĕлтерĕшлĕ пулнине пысăк хак пачĕ, Юрий Михайлович вĕрентекенсен вĕрентекенĕ пулнине палăртрĕ.

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин тĕп специалисчĕ Ирина Степанова, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи енĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ Алевтина Долгова, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи Геронтий Никифоров ăшшăн саламларĕç.

Тухса калаçакансем юбилярăн пĕтĕм пурнăçĕ вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕпе, меслетлĕх тата шкул кĕнекисем хатĕрлессипе çыхăннине палăртрĕç.

Конференци ячӗпе Вӗренӳ институчӗн библиотекарĕ Ирина Яковлева "Ю.М. Виноградов - паллӑ тӗпчевҫӗ, ӑста вӗрентекен" кӗнеке куравӗ йӗркелерӗ.

Хисеплӗ ӗçтешĕмĕре, юлташăмăра, вĕрентекенĕмĕре, ĕçчен те пултаруллă Юрий Михайловича чăтăмлăхпа хавхалану, ăнăçу, ырлăх-сывлăх тата çирĕп вăй-хал сунатпăр!

 

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ

Прикрепленные файлы

Программа 1.42 Mb | загрузили: 569