ЭВЕРККИ Вера. Словарĕн черетлĕ томĕ пичетленнĕ // Хыпар. - 2020. - Раштав, 24.

24.12.2020 20:39 | просмотров: 1177
ЭВЕРККИ Вера. Словарĕн черетлĕ томĕ пичетленнĕ // Хыпар. - 2020. - Раштав, 24.

«Чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнеки» ятпа тухса пыракан ăнлантару словарĕн тăваттăмĕш томĕ пичетленнĕ. Унăн авторĕсем – Г.А.Дегтярев, А.П.Долгова, Ю.Ф.Ефимов, Н.А.Плотников тата И.П.Семенова. Кăларăма филологи наукисен кандидачĕ, доцент, Г.А.Дегтярев редакциленĕ.

Словарĕн черетлĕ томне П, Р тата С сас паллисемпе пуçланакан сăмахсем кĕнĕ. Словарьти сăмахсене алфавит йĕркипе вырнаçтарнă. Кĕнекене хатĕрлекенсем пĕлтернĕ тăрăх, словарĕн тĕллевĕ – «вулакана, пĕлес текене тăван сăмах тĕнчипе тĕплĕнрех паллаштарасси». Авторсем ăнлантару словарьне филологсемшĕн çеç мар, тăван чĕлхене хаклакан кашни çыншăн хатĕрленине ĕнентереççĕ.

chgign.ru сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк.

 

ЭВЕРККИ Вера. Словарĕн черетлĕ томĕ пичетленнĕ // Хыпар. - 2020. - Раштав, 24.