Тăххăрмĕш классем валли «Тăван литература» пичетленчĕ = Увидело свет учебное издание «Тӑван литература» (Родная литература) для 9 класса

23.12.2020 14:34 | просмотров: 1296
Тăххăрмĕш классем валли «Тăван литература» пичетленчĕ = Увидело свет учебное издание «Тӑван литература» (Родная литература) для 9 класса

«Литература – илемлĕ сăмахлăх, пурнăçа сăмахпа сăнарласа паракан ÿнер тĕсĕн пĕр пайĕ», – çапларах уçса парать «литература» ăнлава тăххăрмĕш классем валли хатĕрленĕ «Тăван литература» вĕренÿпе вулав кĕнеки. Кăларăм нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче 3700 экземпляр тиражпа пичетленнĕ. Ăна Виталий Станьял (Никитин), Евгений Майков, Ольга Вишнева тата Геронтий Никифоров çырса-пухса хатĕрленĕ. Редакторĕ – Алина Майорова.
«Тăххăрмĕш класра чăваш халăхĕн сăмах вĕççĕн çÿрекен паха хайлавĕсене, çыруллă литература аталанăвне авалхи тĕрĕк тапхăрĕнчен пуçласа XXI ĕмĕр пуçламăшĕ таран вĕренме палăртнă», – тесе пĕлтернĕ умсăмахра. Вĕреннине асра тытма çăмăлрах пултăр тесе кăларăмра пăхса тухма палăртнă темăсене ятарлă тапхăрсем çине пайланă – «илемлĕ сăмахлăх урлă тăван халăх кун-çулне, çĕршыври паллă пулăмсене, сăмахлăхăн хăйне евĕрлĕхне пĕтĕмĕшле хак пама, теори материалĕпе паллашса хайлавсен пахалăхне ăнланма пулать». Пĕтĕмпе кĕнекере сакăр пысăк пай. Хăш çыравçăсене кĕртнĕ-ха «XXI ĕмĕрти чăваш литератури» пая? Кунта тăххăрмĕшсем Анатолий Хмыт, Валерии Туркай тата Марина Карягина пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллашĕç.
Кашни пай теори материалĕпе пуян. Вĕренекенсем баллада, детективлă, мистикăллă, фантастикăллă хайлав жанрĕсене тишкерĕç, драмăллă хайлав тытăмĕн уйрăмлăхĕсене ăша хывĕç. Кăларăм вĕçĕнче литература ăнлавĕсен сăмахсарĕ пур. Унта кашни жанр пĕлтерĕшне уçса панă. Вĕренÿ кĕнекине ансат, çав вăхăтрах пуян чĕлхепе çырнă, çакă кирек мĕнле темăна та интересленсе вĕренме хавхалантарать, вĕреннине асра тытма май парать. Унсăр пуçне пĕлĕве тарăнлатма тата тĕрĕслеме кашни хайлав, пай хыççăн ятарлă ĕçсем пур. Вĕсене еплерех пурнăçламаллине ятарлă паллăпа кăтартнă: сăмахран, «кăткăс ĕç» (кăмăл тăвакансем валли), «пултарулăх ĕçне тăватпăр», «культурăсене тĕпе хурса тишкеретпĕр» тата ытти те.
Вĕренÿпе вулав кĕнекине пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацисенче усă курма Федерацин патшалăх стандарчĕпе тата «Тăван литература. Тĕслĕх программа: 5–9 классем валли» программăпа килĕшÿллĕн хатĕрленĕ.

Увидело свет новое учебное издание для 9 класса

В Чувашском книжном издательстве увидело свет новое учебное издание для 9 класса общеобразовательных организаций с родным (чувашским) языком обучения – «Тӑван литература» (Родная литература). Авторы-составители – Виталий Станьял (Никитин), Евгений Майков, Ольга Вишнева, Геронтий Никифоров. Редактор – Алина Майорова. В предисловии авторы отмечают: литература – это зеркало жизни народа. Ознакомившись с художественными произведениями, можно проследить историю чувашского народа, его традиции и обычаи. Родная литература в девятом классе охватывает большой период чувашской литературы: начиная устным народным творчеством и заканчивая произведениями писателей начала XXI века.
Учебное издание состоит из нескольких больших глав, в которых представлены краткие творческие биографии писателей и их произведения. После каждой темы приводятся различные задания, направленные на закрепление изученного материала и развитие творческого мышления. В главе, посвященной чувашской литературе XXI века, включены Анатолий Хмыт, Валерий Тургай и Марина Карягина. Большое внимание авторы уделили теории. В конце учебного пособия имеется краткий литературный словарь.
Учебное пособие «Тӑван литература» соответствует федеральному государственному стандарту, подготовлено в соответствии с программой по родной литературе для 5‒9-х классов.

 

АО "Чувашское книжное издательство"