Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ «Чӑваш тӗрри – халӑх пуянлахӗ» курав уҫӑлчӗ

24.11.2020 10:18 | просмотров: 860
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ «Чӑваш тӗрри – халӑх пуянлахӗ» курав уҫӑлчӗ

Илемлӗ те пуян экспозицине халӑх пултаруллӑх кафедри тата «Паха тĕрĕ» фирма йӗркеленӗ. Кураван тӗп тӗллевӗ – чӑваш халӑх йӑли-йӗркине, уйрӑмах тӗррине, тумтирне упраса хӑварасси тата ҫак ӗҫе ҫитӗнекен ӑрӑва явӑҫтарасси.

Уява килнисене ӳнер институчӗн ӗҫтешӗсем ӑшпиллĕн кĕтсе илчĕҫ. Институт ректорӗ Наталия Баскакова уява уҫнӑ май, пурне те тӑван культурӑна, йӑла-йӗркене сума сунӑшӑн тав турӗ.

ЧНК культура комитечӗн председателӗ Вера Архипова чӑваш халахӗн йӑли-йӗркине упраса хӑварас тӗллевпе пуҫарса янӑ «Аваллӑха упраса, малашлӑха ӗненсе» проекта тӗпе хурса ӗҫленине палӑртӗ. Чӑваш тӗрри кунне халалланӑ ӗҫсемпе тата культура комитечӗн ал ӑстисен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ.

«Паха тĕрĕ» фирма директорĕн çумĕ, ЧНК культура комитечӗн пайташӗ Маргарита Павлова «Паха тӗрӗ» фирмӑн кунӗ-ҫулӗпе ҫыхӑннӑ кӑсӑклӑ пулӑмсемпе паллаштарчĕ. Çак паллă предприятипе хӑйсен кун-ҫулне Е. Ефремова, М. Симакова, Т. Петрова, Анастасия Андреева тата ытти нумай художник ҫыхӑнтарнӑ. Чӑваш тӗррин кунне ӑнсӑртран мар чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче паллӑ тума йышӑннӑ. Ҫак кун Екатерина Ефремова тӗрӗҫӗ ҫуралнӑ. Екатерина Иосифовна халӑх ӳнерне упраса хӑварас ӗҫре нумай тӑрӑшнӑ.

Культурӑпа ӳнер институчӗн доценчĕсем, ЧНК культура комитечӗн хастарӗсем Зинаида Вороновăпа Раиса Васильева халӑх-йӑли йӗркине, хӑйне евӗрӗ тӗррине, ҫи-пуҫне упраса хӑварас тата ҫак ӗҫе ҫамрӑксене явӑҫтарас тесе нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Зинаида Ивановна чăваш тĕррин историйĕ, унăн вăрттăнлăхĕсем çинчен каласа пачĕ, куравра вырнаҫнӑ ӗҫсемпе тӗплӗн паллаштарчӗ.

Тĕрĕ вăрттăнлăхĕсене студентсем çирĕп алла илччĕр тесе вĕрентÿ планне ятарлă «Чăваш тĕрри» ятлă предмета кӗртни ҫинчен хавхвланса пӗлтерчӗ. «Чăваш тĕррине тĕрлеме пуян чунлă, çепĕç кăмăллă, пысăк ăс-хакăллă çын кăна пултарать. Хамăр халăхăн йăли-йĕркине пĕлсен, юратсан çеç чăваш тĕррине сыхласа хăварма пултаратпăр», - тесе ҫирӗплетрӗ ӑстаҫӑ.

Курава институтри вулавӑшӑн чӑваш тĕрри ҫинчен каласа паракан кĕнекисем пуянлатрĕҫ.

«Чӑваш тӗрри – халӑх пуянлахӗ» экспозици кашни кураканӑн чунне пуянлатать, тарӑн йĕр хӑварать.

 

Вера Архипова,

ЧНК культура комитечӗн председателĕ

Фотографии