Туктар Валери. Вӗрентекене аса илсе [А.А. Трофимов академик çинчен] // Сувар. - 2020. - Чÿк, 10.

12.11.2020 12:04 | просмотров: 991
Туктар Валери. Вӗрентекене аса илсе [А.А. Трофимов академик çинчен] // Сувар. - 2020. - Чÿк, 10.

Вăл рунăсене вулас вăрттăнлăхăн уççине тупса, вӗсене вуласа тăван халăхăмăрăн мӗн авалтан çырулăх пулнине çирӗплетме пултарнă​

Кăвак Атăл хӗрри – кăвак йӗтӗн,

Шурă Атăл хӗрри – шурă йӗтӗн.
Кăвакки те йӗтӗн, шурри те йӗтӗн,
Тăванран уйрăлсан тата та хӗн.
Халăх юрринчен.

Хисепе тивӗçлӗ тата сумлă ăсчахпа Алексей Трофимовпа пуçласа ăнсăртран тӗл пултăм. 1966 çул, вӗренӳ çулӗн юлашки эрни вӗçленсе пырать. Эпир, 7-мӗш класра вӗренекенсем, çуллахи каникула чăтăмсăррăн кӗтетпӗр.
– Çу уйăхӗн 25-30-мӗшӗсенче пирӗн районта чăваш литературин эрнине ирттереççӗ. Пирӗн яла (Çӗнӗ Аксăва – Авт.) майăн 27-мӗшӗнче чăваш сăмах ăстисем килеççӗ, сире кăнтăрлахи тӗлпулăва кайса курма сӗнетӗп, – савăнăçлă куçӗпе пирӗн çине пăхса калаçрӗ чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Елена Павловна Румянцева. Эпир ку хыпара питӗ хӗпӗртесе йышăнтăмăр.

Чăваш сăвăçисем Çӗнӗ Аксура
Хӗвеллӗ ăшă çанталăк, çу уйăхӗн юлашки кунӗсем, тӳпере пӗр пӗлӗт татки те курăнмасть. Чупай карьерӗнчен касса кăларнă пысăк кирпӗчсенчен купаласа хăпартнă ялти çӗнӗ Культура çурчӗ. Ун умне хаклă хăнасене кӗтсе илме пуçтарăннă ял-йышăн кăмăл-туйăмӗ питӗ савăк. Кăнтăрла иртсен чăваш çыравçисем килсе çитрӗç. Вӗсене авалхи чăваш йăли-йӗркипе ялти икӗ ватă мучи çăкăр-тăварпа тата сăрапа кӗтсе илчӗç. Тӗлпулу хăтлă Культура çуртӗнче иртрӗ, кӳршӗ ялсенчен те çамрăксем йышлăн килнӗччӗ.
Пирӗн умра Петӗр Хусанкай, Михаил Сениэль, Иван Малкай, Георгий Ефимов, Алексей Талвир, Тихăн Петӗркки тата Алексей Трофимов (ун чухне вăл Аксури вăтам шкулта ачасене вӗрентетчӗ – Авт.) халăх умне тухса сăввисене вуларӗç, хăйсен малашнехи çырас шухăш-туйăмӗпе, пултарулăхӗпе тата тăван литературăри çитӗнӳсемпе паллаштарчӗç. Шупашкартан килнӗ поэтсем хыççăн сцена çине Алексей Трофимова кăларчӗç. Вăл лăпкă та тикӗс сассипе çепӗççӗн «Çиçӗм», «Çӗнӗ уйăх», «Вут тупни» сăввисене вуласа пани, унтанпа çур ӗмӗр ытларах та вăхăт иртрӗ пулсан та, халь те куç умӗнче тăрать. Вӗрентекенӗмӗре, сăвă шăрçалаканскере, чăваш поэчӗсем ăна хăйсен ушкăнне кӗртме (вăл вăхăтра) Аксу районӗнчи парти райкомӗнче тархасланă.

Кăмăл-туйăма çӗклентерекен
Тăван ялти шкула пӗтерсен малалла Аксури вăтам шкулта вӗрентӗм. Юратнă вӗрентекенӗмӗр 1968 – 1969 вӗренӳ çулӗнче вăтам шкулта ачасене юлашки çул вӗрентрӗ. Эпир вӗреннӗ çулсенче Алексей Александрович пирӗншӗн вӗрентекен çеç пулман, вăл тăван пичче пекех пит çывăхчӗ. Пирӗнпе кăмăлне уçса калаçатчӗ. Вăл хăй вӗрентнӗ уроксемпе пӗрлех аслă класра вӗренекенсем валли «Искусствăн çамрăк тусӗсем» факультативлă занятисем ирттеретчӗ. Çак хушма уроксенче пире ӳкерме, сăвă шăрçалама, пӗчӗк калавсем çырма хăнăхтаратчӗ. Халăх алă вӗççӗн тӗрлесе тата станпа тӗртсе тунă чаплă япаласене (хушпу, сарă, тухья, сурпан пуçӗ, тӗрӗллӗ япаласене тата ыттине те) ялти ватăсенчен пуçтарма хавхалантаратчӗ, тӗлӗнмелле асамлă илемлӗх тӗнчипе паллаштаратчӗ. Вăл йӗркелесе пулăшса тăнипе шкулти сцена валли кашни праçник тӗлне декораци ӳкерсе хатӗрлеттӗмӗр. Хисеплӗ вӗрентекенӗмӗрӗн чуна çывăх, ырă шухăш паракан, кăмăл-туйăма çӗклентерекен сăнарӗ Аксури вăтам шкултан вӗренсе тухакансен асне яланлăхах кӗрсе юлнă.

Доктор ятне илнӗ пӗрремӗш чăваш​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​
Паянхи культура малашне те лайăх аталантăр тесен тăван халăхăн авалхи пурнăçне тӗплӗн тӗпчесе пӗлмелле. Авалхипе паянхи, паянхипе пуласлăх ялан таччăн çыхăннă. Тăван халăхăн нумай енлӗ аталаннă искусствипе культурине тата йăли-йӗркисене тӗпчекенсенчен пӗри – Алексей Трофимов ӳнерçӗ. Ентешӗмӗр Атăлпа Урал тăрăхӗнче ӳнер тӗпчевӗнче доктор ятне илме тивӗçнӗ пӗрремӗш чăваш.
Алексей Александрович Трофимов тесенех куç умне Тури Чăваш Киреметпуç (халӗ Кивӗ Киремет, Аксу районне кӗрет) вăрманӗнчи юман пек çирӗп те кӗрнеклӗ хул-çурăмлă, яштака çын тухса тăрать. Ку танлаштару пӗр ăнсăртран мар: юман-аттене аса илтерекен мухтавлă ентешӗмӗр тӗпчесе çырнă ӗçсем çав тери пысăк пӗлтерӗшлӗ те пархатарлă. Аксуран Чистая каякан аслă çул хӗрринче вырнаçнă чăваш ялӗнче çуралса ӳснӗ тӗпчевçӗ, ăсчах, академик тăван ялне кăна мар,​ Аксупа Пӳлер тăрăхне, Чăваш Ене тата пӗтӗм Атăл тăрăхне хăйӗн вышкайсăр ăс-тăнӗпе, пултарулăхӗпе, çăлкуç таппиллӗ ăсталăхӗпе чапа кăларчӗ. Анлă тавракурăмлă ӳнер ăсталăхӗсен ăсчахӗ çут тӗнчерен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайнăранпа октябрӗн 26-мӗшӗнче 40 кун (е юпа тумалли кун) çитрӗ. Çакна май ун çинчен тата унăн ӗçӗсем пирки кӗскен те пулин аса илесшӗн.

Амăшӗ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​
Алексей Трофимов студент чухнех тăван халăхăн культурине тӗпчеме тытăннă. Унăн малтанхи тӗпчев ӗçӗсем: «Чăваш орнаменчӗ çинчен», «Чăваш халăх тӗррин руна çырулăхне çывăх паллисем», «Чăваш халăх тӗррин орнаменчӗ» тата ытти те.
Унăн ачалăхӗ ытарайми илемлӗ тăван ялӗнче иртнӗ. Ашшӗ-амăшӗ хресчен пурнăçӗпе пурăннă. Тӗпчевçӗн ашшӗ колхозри утарта пыл хурчӗсене пăхнă, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Çемьере вăрçăччен çуралнă Улюшпа Лидя ашшӗн чун ăшшине туймасăрах ӳссе çитӗннӗ. Амăшӗ тертпе нушаллă пурнăçӗнче мӗнле йывăр, мӗнле кансӗр пулсан та тепӗр хут качча кайман, ывăлӗпе хӗрне пӗчченех пăхса ӳстерсе пурнăçăн аслă та тумхахлă çулӗ çине кăларнă, ачисене аслă шкулта вӗренме хавхалантарнă. Мӗн ачаран хресчен ӗçне хăнăхса ӳснӗ Улюш. Амăшӗ сывă чухне тăван килне çуркунне пахча чавса çӗрулми лартма, кӗркунне вара ăна кăларма килсе çӳретчӗ. Çак йӗркесене çыракан та пӗрре кăна мар ыр кăмăллă кил-йыша пулăшма каятчӗ.
– Ачасем вӗреннишӗн чунтан савăнатăп, – тесе хаваслăн калаçатчӗ сӗтел хушшинче апат çинӗ вăхăтра академикăн амăшӗ. Хăй вара иртнӗ Аслă вăрçă çинчен сăмах хускатса калаçмассерен ачисен ашшӗне кӗтсе:
– Люкка пурпӗрех таврăнать, эпӗ ăна кашни кун кӗтетӗп, – тесе куççульне пӗчӗк тутăрпа шăлатчӗ…

Чăвашлăх – тулли çăлкуç пек 
Ачаранах пур ӗçе те ӗçлеме хăнăхса ӳснӗ тӗпчевçӗ хăй çитӗнсе çитсен кам пуласси çинчен ачапча чухнех шухăшланă-ши? Тен, ăна тӗпчевçӗ пулас шухăша пурнăçлама авалхи Атăлçи Пăлхар çӗршывне çӳрени витӗм кӳнӗ-ши? Пӳлерти Валем Хуçа çăлкуçӗ ӗлӗк-авалтан чăвашсемшӗн асамлă та хисеплӗ вырăн. Çак таса çăлкуç патне тӗрлӗ халăх пит аякран паянхи кун та килсе çӳрет.
– Пӗчӗккӗ чухнех мана аслисем Пӳлере тата унтан инçе мар çăлкуç патне ертсе çӳретчӗç. Пӗрре​ мар мана кукамай çуран илсе кайнă (Кивӗ Киреметрен Пӳлере çитме 27 çухрăм ытла – Авт.). Çав сӗм авалхи чăвашсен Пӳлер хули ХII ӗмӗрте Пăлхар патшалăхӗн тӗп хули пулни чуна кӗрсе ларнă та тухаймасть. Мӗнле вăл чăваш япали? Мана ача​ чухнех çак туйăм илӗртнӗ, канăç паман, тӗлӗнтернӗ. Пӳлерте пулни асра нихçан манăçми тарăн йӗр хăварнă, – каласа паратчӗ хисеплӗ вӗрентекенӗмӗр тӗл пулсан.
Ачаран чăваш япалипе кăсăкланнă, шкулта вӗреннӗ чухне аса кӗрсе юлнă… Николай Полоруссов-Шелепи, Никифор Охотников (Сунар Микки), Сергей Тимрясов, Ехрем Еллиев пирӗн тăрăхран пулни, Петӗр Хусанкай та Пӳлертен инçе мар çурални… Çак пулăмсем, паллах, вăй-хал панă чăваш ӳнерӗн пулас профессорне тӗпчев ӗçне пуçăнма.
​ – Пӗлетӗр-и, пӗр япала пур, Чăваш Республикинчен урăх тăрăхра, аякра, урăх вырăнта çуралнă çыннăн темӗнле пысăк чун туртăмӗ пур: «Манăн халăхăм пур, çав халăхăма курасчӗ, ун патне çитесчӗ, тӗп хулинче пуласчӗ, çыравçисемпе, ӳнерçисемпе, историкӗсемпе тӗл пуласчӗ, тăван халăхăн шăпине пӗлесчӗ...» Çав туйăм манра мӗн ачаранах пит шалта çав тери вăйлă вырнаçса ларнă. Çакă мана халӗ те хавхалантарать, – хуравлатчӗ Алексей Александрович «сирӗн чун-хавалăрти чăвашлăх тулли çăлкуç пек хăватлăн тапса тăни мӗнрен килет-ши?» тесе ыйтсассăн.

 

Çур ӗмӗр ытла тӗпчев ӗçӗнче​ 
Салтак çулне çитсен 1954 çулта ентеше çара илнӗ. Демократиллӗ Германи Республикинче (ГСВГ) виçӗ çул хӗсметре тăнă. Дрезденри картинăсен галерейинчи тӗнчери чи чаплă та паллă художниксен ӗçӗсем чăваш каччине тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтернӗ. Тен, унăн çакăн хыççăн тăван халăхăн асамлă искусствине тӗпчес шухăш-кăмăлӗ çирӗпленнӗ? Кăна тӳрех татса калама халӗ йывăр.
Виçӗ çул Германире хӗсметре пулнă хыççăн вăл унтах Совет çарӗсен Офицерсен çуртӗнче художник-оформитель пулса ӗçленӗ. Çав вăхăтра вăл Германири тӗрлӗ хуласене çитсе курнă, унти музейри ӳнер ӗçӗсемпе паллашнă, вӗсене тӗпчесе тишкернӗ. Тата икӗ çул ӗçлесе пурăнсан, ентеш аслă шкула вӗренме кӗрес ӗмӗтпе тăван ялне таврăннă. Тăван килне çитсе кӗнӗ вăхăтра пӳрчӗн мачча кашти кăмаки çине хуçăлса аннă пулнă.
Яла таврăннă салтак оформительте ӗçлесе илнӗ укçи-тенкипе чи малтан çӗнӗ çурт лартнă. Аксури вăтам шкулта ачасене вӗрентнӗ. Питӗрти И.Е.Репин ячӗллӗ Живопись, скульптура тата архитектура институтне (революцичченхи Император академине) вӗренме кӗнӗ. Унти ӳнер историйӗпе теорийӗн факультетӗнче вӗренсе академилле аслă пӗлӳ илнӗ. Питӗрти аслă шкултан вӗренсе тухсан вăл хăйӗн пурнăçне тăван халăх искусствипе культурине тӗпчес ӗçе халалланă. Çак канăçсăр ӗçре çур ӗмӗр ытла ырми-канми чунне парса ӗçленӗ.
Тӗпчевçӗ Раççейри нумай хуласенчи тӗрлӗ музейсенче сыхланакан халăх искусствин авалхи экспоначӗсене шыраса тупса палăртнă тата тишкернӗ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗ йӗркелесе ирттерекен экспедицисенче темиçе те пулнă. Вăл ытларах Чăваш Ен тулашӗнче (Ульяновскпа Самар тăрăхӗсенче, Тутарстанпа Пушкăртстан Республикисенче) вырнаçнă чăваш ялӗсенче тата авалхи хулашсенче тӗпчев ӗçӗсем ирттернӗ.
– Кашни экспедицирен паха та нумай пӗлтерӗшлӗ экспонатсемпе тата япаласемпе таврăнаттăмăрччӗ, – ырă кăмăлпа калаçатчӗ хисеплӗ ентешӗмӗр Шупашкарта тӗл пулнă вăхăтра.

1981 çулта ăсчах «Чăваш халăх тӗррин орнаменчӗ» темăпа СССР Ӳнер академийӗнче ӳнер пӗлӗвӗн кандидат ӗçне ăнăçлă хӳтӗленӗ. Хăйӗн тӗп ӗçне туса пынисӗр пуçне тӗпчевçӗ тӗрлӗ темăпа ăслăлăхсен конференцийӗсене хатӗрленӗ тата йӗркелесе ирттернӗ. Халăх пултарулăхӗпе меслетлӗх центрӗнче ӗçлекенсене те пулăшнă,​ усăллă канаш пама та ялан вăхăт тупнă.
Çӗрне-кунне шута илмесӗр ӗçлени сая кайман. Тӗпчевçӗ 1994 çулта Раççей Ӳнер академийӗнче «Чăваш халăх культ скульптури» анлă темăпа ӳнер пӗлӗвӗн доктор ӗçне чиперех хӳтӗленӗ. Тăван халăхăн нумай енлӗ культурине тӗпчес ӗçре пысăк çитӗнӳсем тунă.

Шупашкарти «Анне-Пирӗшти» монументăн авторӗ те ​
Пирӗн çӗршывра тата чикӗ леш енче те Алексей Трофимов академикăн кӗнекисемпе альбомӗсем, тăван халăх тӗрри çинчен пухса хатӗрленӗ тӗрлӗ тӗслӗ открыткисен пуххисем, 200 ытла ăслăлăхпа тӗпчев ӗçӗ пичетленсе тухнă, вӗсен шутӗнче 17 монографи, тӗрлӗ тӗспе пичетленнӗ 8 альбом. Паллă тӗпчевçӗн анлă сарăлнă ӗçӗсене аса илер-ха: «Орнамент чувашской народной вышивки», «Проблемы народного искусства Чувашии», «Чувашская народная культовая скульптура», «Антропоморфизация модели мира и народный женский костюм чувашей», «Чувашское народное искусство», «Изобразительное искусство Советской Чувашии», «Древнечувашская руническая письменность», «Искусство», «Зороастризм: суваро-болгарская и чувашская народная культура», «Время. Искусство. Искусствознание» тата ытти те. Ăсчах хăйӗн тӗпчев ӗçӗсемсӗр пуçне тата ватти-вӗттисен чун-чӗринче çепӗç туйăм çуратакан питӗ илемлӗ сăвăсем те çырнă. Вăл шкулта вӗренекен ачасем валли «Çыруллă кӗпе» тата «Сатук çăлӗ» кӗнекесем те кăларнă. ​
Алексей Трофимов профессорăн тӗпчев ӗçӗсем Болгарире, Венгрире тата Германире пичетленнӗ. Унăн хăш-пӗр статйисем Канадăра тата Японире кун çути курнă. Ентешӗмӗрӗн пултарулăхӗ анлă аталанни, вăл Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса Аксура лартнă палăкăн (1965) авторӗ, çавăн пекех Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗ умӗнче лартнă Н.Я.Бичурин палăкӗн (2000) архитекторӗ пулни те çирӗплетет.​ Пирӗн сумлă ентешӗмӗр Шупашкарти заливри «Анне-Пирӗшти» монументăн (2003) авторӗ те.​ 1970 çултан тытăнса вăл тăван институтӗнче пичетленекен кашни кӗнекене илемлетнӗ. Ăсчахăн кӗнеке илемлетес ăсталăхӗ çинчен малашне тӗпчев ӗçӗ çырасса шанатăп.

Çӗнӗ саманара – çӗнӗ çитӗнӳсем
1996 çулта пултаруллă ентеше Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институтне (ЧПГĂИ) ертсе пыма шаннă. Самана улшăннă вăхăтра ертӳçӗ пулма çăмăл пулман. Мӗншӗн тесен, тăван институчӗ (вăл урăх ӗçе куçмасăр ЧПГĂИре 50 çул ытла тăрăшса ӗçленӗ) йӗркеленнӗренпе 70 çул çитнине чыслăн кӗтсе илмелле пулнă. Институт çурчӗн тăррине, ӗç пӳлӗмӗсене, пуху залӗпе фойине юсаса çӗнетмелле пулнă. Анчах та çак ӗçсене тума патшалăх укçа-тенкине çителӗклӗ парайманни чăрмав пулса тăнă. Тăрăшуллă ертӳçӗ пуçне усман. Вăл тӗрлӗ енлӗ майсемпе усă курса, нумай усламçăсемпе юсав ӗçӗсене тумашкăн нухрат парса тăмалли килӗшӳсем тунă. Ертӳçӗ тӳрӗ тата ыр кăмăллине пула юсаса-тӳрлетес ӗçсене юбилей умӗн вăхăтлă туса пӗтернӗ.
Алексей Трофимов институтра малалла аталанмалли çӗнӗ программа хатӗрленӗ. Ăна ЧР Министрсен Кабинечӗ ырласа çирӗплетнӗ. Çак программа тăрăх сотрудниксен ӗç укçи аслă шкулсенче вӗрентекеннисеннипе пӗр пек е пӗр шайра пулса тăнă. Кун хыççăн унччен ӗç укçи сахал тӳленипе урăх институтсене куçнă аслă сотрудниксем каялла таврăнса тӗпчев ӗçӗсене малалла тăснă. Çавăн пекех, пысăк чăрмавсене çӗнтерсе Алексей Александрович тăрăшнипе институт валли пысăках мар типографи туяннă, тӗпчевçӗсен алçырăвӗсене пичетлесе кăларас ӗç темиçе хут çăмăлланнă.

Авалхи руна çырулăхӗн тӗпчевçи
1993 çулта тӗпчевçӗн наукăра тӗнче пӗлтерӗшлӗ «Чăвашсен авалхи руна çырулăхӗ» («Древнечувашская руническая письменность») тепӗр кӗнеки кун çути курнă. Çак кӗнеке мӗнпур чăваш ăслăлăхӗшӗн кӗтменлӗх пулса тăнă. Автор çак кӗнекинче пирӗн несӗлсем авал руна çырулăхӗпе пурнăçра усă курнине нумай-нумай сыхланса юлнă çăлкуçсене (кӗнекесене) тата экспонатсене тӗпчесе палăртнă. Сӗм авалтан килекен руна çырулăхӗ ламран-лама куçса пырса ХIХ ӗмӗр çурриччен халăх çырулăхӗ пулса тăнине хисеплӗ профессор тӗплӗн ăнлантарса çирӗплетнӗ. «Руна» сăмах «вăрттăнлăх» тенине пӗлтерет. Руна паллисемпе ытларах авал несӗлсем тӗрӗсем тӗрленӗ чухне усă курнине тӗпчевçӗ нумай тӗслӗхсемпе çирӗплетнӗ. Çак ӗçӗнче те ентешӗмӗр халăхăн сăмахлăхӗпе (авалхи юррисемпе, такмакӗсемпе, тупмалли юмахсемпе) пит тӗллевлӗ те вырăнлă усă курнă.
Алексей Трофимов наукăра чи малтан пуçласа «тӗрӗ çырулăхӗн» алфавитне (саспаллисене) йӗркелесе, рунăсене вулас «вăрттăнлăхăн уççине» тупса тата рунăсене вуласа, тăван халăхăмăрăн мӗн сӗм авалтан çырулăх пулнине çирӗплетнӗ.

Ӗçне кура хисепӗ
Ăсчах хăйӗн çитӗнӗвӗсемпе тата ӗçӗсемпе нихăçан та лăпланса ларман. 1997 çулта вăл тăрăшнипе Шупашкарта И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университетӗнче искусствоведени аспирантури ӗçлеме пуçланă. Ӳнер пӗлӗвӗн докторӗ унта студентсемпе аспирантсене вӗрентнӗ.
Тăван халăх искусствипе культурине тӗпчес тата студентсемпе аспирантсене çирӗп те тарăн пӗлӳ парса вӗрентес ӗçре ятлă-сумлă çитӗнӳсемшӗн тата тăрăшса ӗçленӗшӗн чыспа пысăк хисепе​ тивӗçнӗ вăл. Алексей Трофимов тӗпчевçе СССР Художниксен союзӗн пайташне (1971), Раççей Ӳнер академийӗн хисеплӗ академикне (2014) суйланă. Раççей Федерацийӗн (1995), Чăваш Республикин (1984), Тутарстан Республикин (2009) искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗн ячӗсене парса сумланă. Чăваш Республикин Патшалăх премине (литературăпа искусствăшăн – 1995, 2008 тата гуманитари наукишӗн​ – 2001) панă. ​
В.В.Николаев академик ячӗллӗ премие те тивӗçнӗ. «Тăван çӗршыв умӗнчи тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» орден медалӗпе (2004), «Чăваш Республики умӗнчи тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» орденпа (2010), Раççей Ӳнер академийӗн кӗмӗл медалӗпе (2010), Раççей Художниксен союзӗн ылтăн медалӗпе наградăланă.
Хисеплӗ ентешӗмӗр Алексей Трофимов Раççей Федерацийӗн Президенчӗн В.В.Путинăн грантне те тивӗçнӗ. Пӗтӗм тӗнчери «Пӗлӳ» пӗрлӗхӗн конкурсне хутшăнса Диплом илнӗ.​ ​ ​ ​ ​ ​ ​
Ăсчах хăй патне тӗпчев ӗçӗсемпе пырса çӳрекенсене тата ентешӗсене яланах хаваспа, ырă кăмăлпа кӗтсе илетчӗ, кашнинпех ăшшăн калаçса ларма вăхăт тупатчӗ. Тăван Тутарстанра çуралса ӳснӗ ентешӗсен Шупашкарти хăй йӗркеленӗ «Пăлхар» ентешлӗхӗпе тачă çыхăнураччӗ. Академикăн малашнехи шухăш-ӗмӗчӗсем пит пысăкчӗ...

Юлашки шăнкăрав…
Аксури вăтам шкултан вӗренсе тухнă хыççăн та вӗрентекенпе яланах çыхăну тытса пурăнтăм. Вăл тӗпчев институтӗнче (халӗ ЧПГĂИ) ӗçлеме тытăнсанах хавхалантаракан çырусем çыратчӗ, вӗсене вулама пит кăмăллăччӗ. Хусанта Халăх пултарулăх çуртӗнче вӗреннӗ чухне канмалли кунсенче Алексей Александровичпа курса калаçма тата шухăш-кăмăлăм çинчен сӳтсе явма чăвашсен тӗп хулине çӳреттӗм. 1972 – 1978 çулсенче Шупашкарти И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетӗнче вӗрентӗм. Вăл вăхăтра Алексей Александрович маншăн атте вырăнӗнчех пулнă, унпа ăша пусарса калаçнисене халӗ те асра тытатăп. Вӗрентекен сӗнӗвне шута илсе хамăн «Формы и методы изучения народно-прикладного искусства в общеобразовательной средней школе» диплом ӗçне (проектне) çыртăм, пит ăнăçлă хӳтӗлерӗм. Шкулта ачасене вун тăхăр çул тăрăшса​ вӗрентрӗм.
Мобильлӗ телефон самани çитсен эпир пӗр-пӗрин патне час-час​ шăнкăравласа калаçаттăмăр. Çӗршыври наукăпа тӗпчев ӗçӗсем çинчен​ хыпарлатчӗ вӗрентекенӗм. Вăл ертсе пынипе Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗ 2003, 2005 тата 2007 çулсенче йӗркеленӗ экспедицисенче çӳрекенсен йышне мана та йышăннăччӗ. Экспедицире тӗпчевçӗпе пӗрле пулнă вăхăтсем тата ӗçленӗ кунсем ӗмӗр асăнмалăх юлчӗç.
Кăçал февраль уйăхӗнчен пуçласа кашни эрнерех шăнкăравласа шăкăл-шăкăл калаçса хуйха-суйха пусараттăмăрччӗ. Вăл хăйӗн кӗнеки пичетленсе тухни çинчен пысăк савăнăçпа пӗлтерчӗ. Яланах хăнана йыхравлатчӗ. Шупашкарта хăнара чухне хăйӗн тирпейлӗ хваттерӗнче çӗр каçаратчӗ. Пит те сăпайлăн хăналатчӗ. Вăхăчӗ пур чухне пире ăсатса ямашкăн вокзала та пыратчӗ. Юлашки уйăхсенче хăйне сывламашкăн йывăр пулсан та телефонне аллине илетчӗ, сасси уççăн тухманшăн каçару ыйтса:
– Эпӗ выртап-ха, хама йывăртарах туятăп-ха, сывлама йывăр мана, – кăкăрӗнчи сывлăшне çавăрса илсе шăппăнрах калаçатчӗ вăл. Кун пек чухне унпа сахалтарах калаçаттăм.
Сывлăхӗ пит çирӗпех пулмасан та вӗрентекенӗмӗр «Евразийское пространство в творчестве художников Чувашской Республики XVIII – ХХI вв. Трактат. Опыт к исследованию морфологии живописи» кӗнекин алçырăвне çырса хатӗрлесе пӗтернӗ. ​
Эрнекун, авăн (сентябрь) уйăхӗн 9-мӗшӗнче, Алексей Александровичăн телефон номерӗпе ирхине шăнкăравларăм. Хальхинче те телефонне хăйех тытрӗ.
– Эпӗ каллех выртап-ха. Калаçма йывăр, – хăйăлтатса тухакан савăнăçсăр сассипе калаçрӗ ăсчах манпа. – Выртса кансан вăй кӗрекенччӗ...
Ăна ытла пăшăрхантарас мар тесе нумай калаçмарăм çак кун.
Пӗлеймерӗм çав эпӗ ку шăнкăрав юлашки пулнине. Пӗр варта çуралса ӳснӗ тăван çут тӗнчерен уйрăлсан питӗ хӗн, хисеплӗ вӗрентекен пирӗнпе​ яланлăхах сывпуллашсан икӗ хут хӗнрех. Калас сăмахăма сăвă йӗркипе вӗçлесшӗн:
Çутă сăнару сан сӳнмӗ,
Ялкăшӗ ялан пирӗн чунра!
Вӗрентекенӗмӗрӗн, сăвăçăн, тӗпчевçӗн, ăсчахăн, хаклă тăванăмăрăн ырă ячӗ тата пит сăпайлă та ӗçчен сăнарӗ пирӗн асра ӗмӗр пурăнӗ. ​

Валери ТУКТАР.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

 

Туктар Валери. Вӗрентекене аса илсе [А.А. Трофимов академик çинчен] // Сувар. - 2020. - Чÿк, 10.