Новикова Ирида. ÇĔНТЕРŸÇĔСЕН ХУШШИНЧЕ ВĔРЕНТЕКЕНСЕМПЕ ВĔРЕНЕКЕНСЕМ // Урал сасси. - 2020. - Чÿк, 3.

05.11.2020 15:58 | просмотров: 940
Новикова Ирида. ÇĔНТЕРŸÇĔСЕН ХУШШИНЧЕ ВĔРЕНТЕКЕНСЕМПЕ ВĔРЕНЕКЕНСЕМ // Урал сасси. - 2020. - Чÿк, 3.

Наци тумĕ - халăх пурлăхĕ. Ăна тĕпчесен çеç хамăр халăх йăли-йĕркине тата историне пĕлме пулать. Эпир пĕр ăруран тепĕр ăрăва интереслĕ çулçÿреве тухма пултаратпăр. Çав вăхăтра вара халăхсен тумĕн тĕлĕнмелли уйрăмлăхне курма пулать.

ПР Вĕрентÿ тата наука министерстви Наци тумĕ кунне халалласа вĕрентÿ организацисенче «Наци тумĕ - манăн халăхăн еткерлĕхĕ» Пĕрлĕхлĕ урок тата флешмоб йĕркеленĕ. Флешмоб пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх‚ çĕнтерÿçĕсене çак номинацисем тăрăх палăртнă: «Пушкăртстанра пурăнакан халăхсен чи илемлĕ наци тумĕ» (уйрăм халăхсем тăрăх); «Флешмобăн чи çамрăк участникĕ»; «Наци тумне тăхăннă аксакал»; «Чи тĕрĕс наци тумĕ»; «Наци тумĕ тăхăнса вĕренетпĕр» (классемпе ушкăнсен сăн ÿкерчĕкĕсем); «Наци стильне тĕпе хурса çĕленĕ ĕçлĕ тум»; «Наци стильне тĕпе хурса çĕленĕ шкул форми».
Пĕрлĕхлĕ урок участникĕсем хаклава 336 ĕç тăратнă. Баймакпа Буздяк‚ Дуванпа Ермеккей‚ Зианчурапа Калтасă‚ Мелеузпа Мишкин‚ Ĕпхÿ районĕсенчи тата Ĕпхÿпе Çтерлĕ‚ Сибайпа Октябрьски хулисенчи вĕрентекенсемпе падагогсем чи лайăх уроксем кăтартнă.
Флешмоба тăхăр наци представителĕ (вырăссем‚ удмуртсем‚ чăвашсем‚ грексем‚ молдавансем‚ мăкшăсем‚ белоруссем‚ абхазсем) хутшăннă.
«Наци тумĕ - манăн халăхăн еткерлĕхĕ» флешмобăн «Пушкăртстанра пурăнакан халăхсен чи илемлĕ наци тумĕ» номинацинче чăвашсен ятне çÿллĕ шайра кăтартнă çĕнтерÿçĕсене те палăртнă.

Кĕçĕн ушкăн хушшинче:
Таисия Меньшикова (Ермеккей районĕ‚ Хурамал ялĕ; ертÿçи - Н.В. Меньшикова);
Алиса Тихонова (Шаран районĕ‚ Хурамал ялĕ).
5-9 классем хушшинче:
Кристина Черникова‚ 6 класс (Ермеккей районĕ‚ Ермеккей ялĕ).
Аслисем хушшинче:
Зоя Максимова‚ Олеся Самарина И.Яковлев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантаракан центр (Мелеуз хули);
Любовь Чанышева‚ Туймазăри педагогика колледжĕн 2 курс студентки;
Валентина Шарипова‚ «29№ Вĕрентÿ центрĕ» (Ĕпхÿ хули).
Жюри членĕсем Пĕрлĕхлĕ урок пĕтĕмлетĕвĕсене тунă май 21 çĕнтерÿçе тата 29 призера палăртнă. Çĕнтерÿçĕсен списокне Мелеуз хулинчи И.Яковлев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантаракан центрăн хушма вĕрентÿ педагогĕ Г.Н. Митюкова кĕнĕ.
ПР Вĕрентÿ тата наука министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн çывăх вăхăтра «Наци тумĕ - манăн халăхăн еткерлĕхĕ» Пĕрлĕхлĕ урокпа флешмобăн çĕнтерÿçисене дипломсемпе чыслĕç.

 

Новикова Ирида. ÇĔНТЕРŸÇĔСЕН ХУШШИНЧЕ ВĔРЕНТЕКЕНСЕМПЕ ВĔРЕНЕКЕНСЕМ // Урал сасси. - 2020. - Чÿк, 3.