Романова Людмила. АВАЛЛĂХА УПРАСА МАЛАШЛĂХА ПĂХАТПĂР // Урал сасси. - 2020. - Авăн, 16.

16.09.2020 11:42 | просмотров: 1177
Романова Людмила. АВАЛЛĂХА УПРАСА МАЛАШЛĂХА ПĂХАТПĂР // Урал сасси. - 2020. - Авăн, 16.

Кăçал Пишпÿлек тăрăхĕнчи Ситек ялĕ 260 çул тултарать. Çак паллă уява халалласа ялта пысăк масштаблă мероприятисем ирттерме палăртнăччĕ, анчах та ку ĕçсене пурне те пурнăçлама май килмерĕ. Тĕп сăлтавĕ - кăшăлвируспа çыхăннă чăрмавсем.

 

Ситек ялне Чăваш тăрăхĕнчен XVIII ĕмĕр çурринче куçса килнĕ чăвашсем никĕсленĕ. Вĕсем Тим юхан шывĕ хĕрринче пурăнакан пушкăртсемпе калаçса татăлса кунти çĕрсем çинче пурăнма тытăннă. Ситек çырмин икĕ айккипе çурт-йĕр, хуралтăсем туса лартнă. Çĕрпе усă курнăшăн пушкăртсене тата патша çыннисене куланай тÿлесе пурăннă. Ял ÿссе, сарăлса пынă. 1803 çулта патша указне пăхăнса çĕрсен карттине тунă. Çак документра Ситекпе Çирĕклĕ ялĕсен хушшинчи çĕрсен чиккине палăртнă. Икĕ ялта çĕр çинче ĕçлесе пурăнакан 117 хресчен шутланнă. Вун пĕр хуçалăх Çирĕклĕре, улттăшĕ Ситек ялĕнче пулнă. Çĕре пайламан, унпа пурте пĕрле усă курнă. Ситек ялĕ ÿссе, сарăлсах пынă. Çĕнĕ çемьесенче ачасем çуралнă. Унсăр пуçне яла ытти çĕртен куçса килекеннисем те пулнă. 1783 çулта ултă çемье (37 çын), 1784 çулта Пелепей хулинчен 19 çын килсе вырнаçнă. Каярах çакăнти чăвашсем тĕне кĕнĕ. Хыснана куланай тÿленĕ.
1870 çулта 102 хуçалăхра 709 çын пурăннă. Çакăн çинчен куланай тÿлекен халăха шута илекен «Ревизские сказки» текен кĕнекере çырса кăтартнă. Хресченсем тыр-пул ÿстернĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ. Пурнăçра мĕн кирлине - çие тăхăнмалли, сĕтел-пукан, савăт-сапа - ялти хресченсем хăйсен аллипе çĕленĕ, ăсталанă. Ял халăхĕ тĕттĕм пулнă, хутла пĕлмен. 1898 çулта Ситекре миссионерсен чиркÿ шкулĕ уçăлнă. Пушкăртстан тĕп архивĕнчи документсем тăрăх, Ситек-Васильевка ялĕнче (ĕлĕк ял ячĕ çапла пулнă) 559 çын пурăннă, çав шутран 50 ача 8-11 çулхисем пулнă.
Пĕрремĕш тĕнче вăрçи, Октябрьти революципе Граждан вăрçи ял историйĕнче тарăн йĕр хăварнă. Ватă çынсем каласа панă тăрăх, Ситек ялĕнчен шуррисем майлă çапăçакан пулман. Пĕрремĕш тĕнче вăрçине ялтан миçе çын кайни паллă мар. 1919 çулта ялта пуху ирттерсе ял Канашĕ йĕркеленĕ. Çавăн пекех Ситек-Васильевка 1921-1922 çулсенче Васильевка вулăс центрĕ те пулнă. «Пишпÿлекре вăйлă пушар алхаснă хыççăн çурт тупайман пирки вулăс центрне Ситек-Васильевкăна куçарнă», - тесе çырнă ун пирки историнче. 1923 çулта вулăссене тепĕр хут пĕрлештерсен вара вулăс центрĕ каллех Пишпÿлек ялĕнче вырнаçнă.
1923 çулта Ситек çумĕнчи Такмак ялĕнче районти чи пĕрремĕш комсомол ячейки йĕркеленнĕ. Ун шутне Ситек, Çирĕклĕ тата Такмак ялĕнчи çамрăксем кĕнĕ. Колхоза кĕмен çемьесене кулак шутне кĕртсе раскулачиват туса ялтан кăларса янă. 1932 çулсем хыççăн «Канаш» колхоз ÿссе вăйлăланнă. Колхозниксем тыр-пул, пахча çимĕç ÿстерессипе районта пĕрремĕш вырăна тухнă. Каярахпа, 1934 çулта, пысăк тухăç пуçтарса илнишĕн колхоз куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялава тивĕç пулнă.
1934 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче район хаçатĕнче тухнă статьяра çакăн пек йĕркесем пур: «О росте производства продуктов полей краснознаменного колхоза «Канаш» за 1932-1934гг». Çав çул «Канаш» хуçалăх Мускаври ВДНХна хутшăннă, пахча çимĕç выставкинче шултра пуçлă сухансем кăтартса халăха тĕлĕнтернĕ.
***
Вăхăт сисĕнмесĕр шăвать. Нумай пулмасть çеç 2015 çулта эпир хамăр ялăн 255 çулхи юбилейне анлă ирттернĕччĕ. Ун хыççăн малашне пурнăçланмалли ĕçсене палăртрăмăр. Çак тапхăр хушшинче ялта пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Вĕсенчен чи палли - 2018 çулта ялта историпе культура çурчĕ уçăлни. Урăхла каласан, музей. Ăна валли ятарласа уйрăм çурт та тупăнчĕ. Ял халăхĕ ăна «Арча» тесе ят пачĕ. «Мĕншĕн-ха вара арча?» ыйтма пултарĕ вулакан. Мĕн авалтан чăваш çынни чи хаклă та паха япалисене, чыса тăхăнмалли кĕпе-тумтире арчара упранă. Арча чи шанчăклă вырăн шутланнă. Пирĕншĕн вара хальхи саманара «Арча» ял халăхĕн историне, юрри-кĕввине, ĕç хатĕрĕсене упраса хăваракан вырăн пулса тăрĕ. Çакă мар-и вăл чăн-чăн мул?
Пысăк та пархатарлă ĕçе пуçарса яраканĕ - ял хастарĕ Иван Кириллович Григорьев. Вăл тăрăшнипе питĕ нумай экспонат пуçтарăннă. Вĕсен хушшинче сайра тĕл пулаканнисем те çителĕклĕ. Музейра темиçе пÿлĕм йĕркеленнĕ: вăрçăпа паттăрлăх, ял хуçалăх хатĕрĕсен, ял ăстаçисен, шкулпа колхоз историйĕн пÿлĕмĕсем тата ĕлĕкхи чăваш кил-çурт ăш-чиккине импровизациленĕ кĕтессем. Çавăн пекех «Арча» умĕнче ĕлĕкхи ял арманĕ, сухапуç, лаша кÿлмелли хатĕрсем (çуна, тăрантас, урапа, çатанран авнă хÿме, каска вĕлле) курма пулать. Иртен-çÿренсем кунта час-часах чарăнса çак япаласемпе кăсăкланаççĕ.
Музейра яланах çутă та таса, ăшă кăмăллăх хуçаланать. Мĕнпур япала хăй вырăнĕнче. Экскурсисене те питĕ лайăх йĕркеленĕ. Кашни пÿлĕмĕн хăйĕн экскурсовочĕ пур. Центрта вырăнти шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем мероприятисемпе уçă уроксем ирттереççĕ. Культура центрĕн хастарĕсем пулас ăру çĕршыва тивĕçлĕ çынсем пулччăр тесе ырă витĕм кÿреççĕ.
Кăçалхи хĕлле «Арча» музей çумĕнче фольклор ушкăнĕ ĕçлеме пуçларĕ. Ăна «Çеçпĕл» ят пачĕç. Çак ушкăнта аслă ăрури çынсем ĕлĕкхи асатте-асаннесем юрланă халăх юррисене аса илсе юрлаççĕ, вĕсенех çамрăксене те вĕрентеççĕ.
260 çулхи юбилей çулĕнче тунă пысăк ĕçсенчен пĕри вăл - стела уçни. Стелăна Иван Григорьев тăрăшнипе çут çанталăкра тĕл пулакан шурă чултан туса лартнă. Ун çине яла кам никĕслени тата ял хăçан пуçланса кайни çинчен çырнă асăну хăми вырнаçтарнă. Июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче стела патĕнче пуçтарăнса ăна савăнăçлă лару-тăрура уçрăмăр. Тăххăрмĕш класс пĕтернĕ ачасем стела айне пулас ăрусене халалласа капсула чавса чикрĕç. Çак куна ял кунĕпе çыхăнтарчĕç. Кунтах ялавсем çĕклесе ял гимнне, яла халалланă юрăсене шăрантарчĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле пуçтарăнса тĕрлĕ апат-çимĕçпе сăйланчĕç. Ваттисем ĕлĕкхи юрă-кĕвĕсем юрларĕç.
Тата тепĕр пĕлтерĕшлĕ мероприяти вăл ялта Питрав уявне ирттерни. Питрав чăвашсен питĕ пысăк уявĕ шутланнă. Пирĕн асатте-асаннесем ăна кашни çулах паллă тунă, ырă-сывă кĕтсе илме тăрăшнă. Çак уява мĕнле ирттернине тепĕр хут ыйтса пĕлсе музейри хастарсем тăрăшнипе праçнике июлĕн 12-мĕшĕнче ирттертĕмĕр. Клуб умĕнчи симĕс курăклă лапамра халăх йышлăн пухăнчĕ. Ял халăхĕ Питравран утта тухнă. Çавăнпа та кунта хăшĕ-пĕрисем çавасемпех килнĕ. Çава туптакансем утă çулакан хатĕрсене юсаса, туптаса пачĕç. Вырăнти юрă ансамблĕнче юрлакансем Питрав уявĕнче иртекен вăйă юррисене, ăна мĕнле ирттернине кăтартса пачĕç. Мероприятие ертсе пынă май, эпĕ Питравпа çыхăннă сăнавсем çинчен интереслĕ япаласем каласа пама тăрăшрăм. Сергей Семеновпа Зинаида Семенова ачасемпе çамрăксем валли тĕрлĕ вăйăсем хатĕрлесе ирттерчĕç. Çĕнтерÿçĕсене ятарласа хатĕрленĕ çырла пуххи парнелерĕç. Культура программи те анлă пулчĕ.
Импровизациленĕ сцена çине «Çăлкуç юрри», «Çеçпĕл» ушкăнсем, ял ачисем туха-туха куракансене юрăпа ташă парнелерĕç. Праçник вара тутлă така шÿрпи çинипе, çырла кукăлĕпе чей ĕçнипе вĕçленчĕ.
Август уйăхĕ - чăваш календарĕнче ĕççи вăхăчĕ. Пахча çимĕçе те пуçтарса тирпейлемелле, тыр-пулне те пухса илсе пÿлмене кĕртмелле. Шăпах çав вăхăтра çăкăр (мăйăр) спасĕ пулать. Кăçал çак уяв август уйăхĕн 29-мĕшĕнче иртрĕ. Мĕн ĕлĕкрен çăкăр çĕр çинче чăн пысăк мул та хаклă япала шутланнă. Тырă вырма тухиччен ватти-вĕтти хире кайса чÿк тунă, çĕре лайăх тухăç ÿстернишĕн тав тунă. Апат-çимĕç илсе кайса çÿлти турăсене мухтанă. Çавна аса илсе эпир нумаях пулмасть тырă акнă ана çинче çăкăра халалласа уяв ирттертĕмĕр.
Çапла, аваллăха упраса ырă малашлăх çинчен ĕмĕтленетпĕр эпир. Икĕ ĕмĕр çурă ытла çĕр чăмăрĕ çинче пурăнакан Ситек ялĕн малашлăхĕ çутă та таса пуласса шанатпăр.

Людмила РОМАНОВА.
Пишпÿлек районĕ, Ситек ялĕ.

 

Романова Людмила. АВАЛЛĂХА УПРАСА МАЛАШЛĂХА ПĂХАТПĂР // Урал сасси. - 2020. - Авăн, 16.