Туманов Илья. Саплӑксем ҫине-ҫине палӑксем уҫа пуҫларӗҫ // Сувар. - 2020. - Авăн, 11.

16.09.2020 11:39 | просмотров: 1041
Туманов Илья. Саплӑксем ҫине-ҫине палӑксем уҫа пуҫларӗҫ // Сувар. - 2020. - Авăн, 11.

Тутарстан картти ҫинче Алёшкин Саплӑк ялӗ пысӑкран пысӑк вырӑн йышӑнса пырать. Ҫӗпрел районӗнчи ялсене пӑхсан, унти инфраструктура, ҫӗнӗ объектсен шучӗ самаях. Урамри музей экспоначӗсемпе те мухтанма пултараҫҫӗ саплӑксем.
Нумай пулмасть кӑна унта М.И. Калинин бюстне уҫнӑччӗ.
Майӑн 9-мӗшӗнче уҫмалли пушка палӑкне те коронавирус пандемиине пула кӗркуннене хӑварнӑ саплӑксем.
1941-мӗш ҫулта тунӑ 57 миллиметрлӑ тупӑ ҫапӑҫу хирӗсенче пулнӑ оруди. Унӑн брустверне тӑрӑна-тӑрӑна пульӑсемпе осколоксем самаях йӗр хӑварнӑ. Ачасене патриотла воспитани памашкӑн кирлӗ хатӗре шкул ҫывӑхне вырнаҫтарнӑ.
Паян ак Саплӑкра П.В.Дементьев палӑкне уҫрӗҫ. СССР авиаци министрӗ ҫуралнӑ ҫурт ҫумӗнче ҫӗкленчӗ чул бюст. Саплӑксем министр 14 ҫула ҫитиччен вӗсен ялӗнче пурӑннине палӑртас тесех ларттарчӗҫ пулмалла ҫак палӑка.


Мӗнле пулсан та, истори пӗлтерӗшӗллӗ пулӑм. Ӑна пурнӑҫлама Хусанти Горбунов ячӗллӗ авиазавод ертӳçисем те хутшӑннӑ. Вӗсем Дементьев ентешӗсене Л-29 самолёт кӳлепине хаваспах парнеленӗ. Ҫак реактивлӑ самолёта лётчиксем "Дельфин" теҫҫӗ. Халӗ вӑл Саплӑкри черетпе иккӗмӗш "яраплан" пулса ялӑн сӑн-сӑпатне илем кӳрсе тӑрать.
П.В.Дементьев бюстне уҫма Хусантан ТР экологи министрӗ А.В. Шадриков килсе ҫитнӗ. Саплӑкра пропискӑра тӑнӑран, унӑн кунта сасӑлама килмелле.
Палӑк авторӗ Николай Кондрашкин Ҫӗпрел ҫӗрӗ ҫинче нумай бюст турӗ ӗнтӗ. Ял-йыша итлет скульптор, тата та итлеме хатӗр. 

Подробнее: http://suvargazeta.ru/news/tema-dnya/saplksem-ine-ine-palksem-ua-pular

 

Туманов Илья. Саплӑксем ҫине-ҫине палӑксем уҫа пуҫларӗҫ // Сувар. - 2020. - Авăн, 11.