Яковлев Петр Яковлевич ăсчах çуралнăранпа 70 çул çитнине халалланă «Сăвăç, чĕлхеçĕ, куçаруçă» çавра сĕтел тата кĕнекесен хăтлавĕ иртрĕ
Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтĕнче «Сăвăç, чĕлхеçĕ, куçаруçă» çавра сĕтел иртрĕ. Ăна Яковлев Петр Яковлевич ăсчах çуралнăранпа 70 çул çитнине халалланă. Хисеплĕ çыннăмăра çавра датăпа саламлама, кĕнекесен хăтлавне хутшăнма тата чăваш фонетикипе фонологийĕ пирки калаçма институт ăсчхĕсемсĕр пуçне Чăваш Республикин наци библиотекин, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн, Чăваш кĕнеке издательствин, Чăваш халăх сайчĕн ĕçченĕсем килсе çитрĕç. Çавра сĕтелпе кĕнекесен хăтлавне институтăн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ Алевтина Долгова йĕркелесе пычĕ. Ĕçлĕ ларăва институт директорĕ, философи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов уçрĕ. Вăл чĕлхе, поэзи, куçару, вĕрентÿ талккăшĕнче палăрнă Петр Яковлева вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх, çĕнĕрен те çĕнĕ кĕнеке кăларма сунчĕ, хăй çырнă «Власть слова» кĕнекене тата Чăваш халăх сăмахлăхне пухса кăларнă кĕнекесен пуххине парнелерĕ. Институт директорĕн ăслăлăхпа аталану çумĕ Геннадий Николаев хисеплĕ чĕлхеçĕн институтри çитĕнĕвĕсемпе кăмăллă пулнине, малашне те пысăк пахалăхлă çĕнĕ тĕпчевсем кăларасса шаннине палăртрĕ. Петр Яковлевича Вĕрентÿ институчĕ ячĕпе Юрий Исаевпа Анна Егорова, Чăваш патшалăх университечĕ ячĕпе Алена Ивановăпа Виталий Родионов, Наци библиотекин ĕçченĕсен ячĕпе Галина Павловăпа Олимпиада Аверьянова, Кĕнеке издательстви йышĕ ячĕпе Владимир Степанов т.ыт.те. нумай-нумай ырă сăмах каларĕç.
Хăтлав пайĕнче ĕçлĕ ларăва хутшăннисем çак кĕнекесемпе паллашрĕç:
Хăтлавра тухса калаçакансем асăннă кĕнекесем чĕлхеçĕсемпе литература тĕпчевçисемшĕн, вĕрентекенсемпе вĕренекенсемшĕн, чăваш чĕлхипе, литературипе, культурипе кăсăклантаракан пĕтĕм çыншăн пысăк парне пулнине палăртрĕç.
Петĕр Яккусен пирки çакăнта пăхăр:
Издан биобиблиографический указатель «Яковлев (Яккусен) Петр Яковлевич»
Александр Кузнецов сăн ÿкерчĕкĕсем