Олег Николаев Чӑваш Ен искусство ӗҫченӗсемпе ҫитес пилӗк ҫулта культурăна епле аталантарассине сӳтсе явнă

04.08.2020 10:14 | просмотров: 1026
Олег Николаев Чӑваш Ен искусство ӗҫченӗсемпе ҫитес пилӗк ҫулта культурăна епле аталантарассине сӳтсе явнă

Утă уйăхĕн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Чӑваш Республикин Культура министерствин ӗҫтешӗсен анлӑ ларӑвне хутшӑннă. Унта регионăн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн пиллӗк ҫуллӑх йышăннă Комплекслӑ программине сӳтсе явнă, наци культурине сыхласа хӑварас тата аталантарас ӗҫе тишкернĕ.

"Сирӗнпе пӗрле пирӗн пысӑк ӗҫ тумалла. Пурнӑҫӑн пур сферине те  ҫĕнĕлĕхсем вăя кĕрсе пынă май, хамӑрӑн наци культурине сыхласа хӑвармалла кӑна мар, ӑна ҫӗнӗ формӑсемпе, меслетсемпе аталантарма тăрăшмалла, чӑвашсен культура еткерӗпе пӗтӗм тӗнчипех паллашма кирлĕ пек мĕнпур условисене йĕркелемелле", - тенĕ Олег Николаев.

Палӑртнӑ тӑрӑх, культурӑпа чӗлхене упраса хӑвармалли тӗп хатĕрсенчен пĕри -  ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ хайлавсем калăплани. Тĕрлĕ грантсем йышăнмалла, вĕсен виҫине те пысăклатсан аван.  Професси ӑсталӑхне малалла аталантарни, республикӑри патшалӑх культура политикин тӗп ҫул-йӗрӗ пулса тӑрӗ тенĕ ларăва пухăннисем.

Олег Николаев республикӑри наци политикипе культура енӗпе ӗҫлекен институтсен ӗҫ-хӗлне ҫӗнӗрен пӑхса тухмаллине палӑртнă. Вĕсен тĕнчери мĕнпур чăвашсен сĕнĕвĕсене шута илсе, кирлĕ пек йышăнусем тума витĕм кӳрекен центр пулса тăмалла тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Культура пайне малалла аталанасси ҫинчен хӑйсен шухӑшӗсемпе искусство ӗҫченӗсем, республикӑри учрежденийӗсен ертӳҫисем паллаштарнă. Культурăна, туризма аталантарас тӗллевпе куҫса ҫӳрекен автоклубсем тӑвасси ҫинчен калакан шухӑшсем  те кун йĕркинчех пулнă.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан сӗнӳсемшӗн культура ĕҫченĕсене тав тунă, Чӑваш Ен аталанӑвӗн Комплекслӑ программинче йӗркеленӗ мероприятисем хушӑнма тата анлӑланма пултарнине аса илтернĕ.

Мероприяти вӗҫленсен Олег Николаев культура ӗҫченӗсене патшалӑх тата ведомство наградисене парса хавхалантарнă.

Фоторепортаж

 

Хыпара çакăнтан илнĕ: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ