ЛЮДМИЛА ИВАНОВНА МУРМАНСКАЯ // Урал сасси. 2020. Пуш уйăхĕ, 20.

20.03.2020 09:06 | просмотров: 1425
ЛЮДМИЛА ИВАНОВНА МУРМАНСКАЯ // Урал сасси. 2020. Пуш уйăхĕ, 20.

Людмила Ивановна Пишпÿлек тăрăхĕнчи Хушăлка ялĕнче çуралнă. Вырăнти шкулта, Бирскри педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Ĕçлĕ пурнăçне Пишпÿлек районĕнчи Шкаповăри шкулта вырăс чĕлхипе литература учителĕ пулса ĕçленинчен тытăннă. 1972 çулта ăна Пишпÿлек ВЛКСМ райкомĕнче 2-мĕш секретаре суйланă. Каярах ĕçлĕ пурнăçĕн пысăк пайне вăл Ĕпхÿ хулинчи Киров районĕнчи вĕрентĕве аталантарассине халалланă. Л.И. Мурманская Киров районĕнчи вĕрентÿ уйрăмĕнчи шкулсен инспекторĕ, ПР Вĕрентÿ министерствин ертсе пыракан кадрсемпе ĕçлекен уйрăм пуçлăхĕ, Киров районĕнчи вĕрентÿ уйрăмĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ. Çавăн пекех вăл Киров районĕнчи шкулсен никĕсĕ çинче тăван чĕлхесене вĕрентмелли классем уçас ĕçе пуçарса яраканĕсенчен пĕри. 1999-2003 çç - Ĕпхÿри  Дема район администраци пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ. 2003 çултан ПР Вĕрентÿ институчĕн экспертизăпа лицензировани, аттестаци тата патшалăх аккредитаци уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ. 2004-2013 çç  И.А. Шолохов ячĕллĕ Мускав патшалăх гуманитари университечĕн Ĕпхÿри филиалĕн вĕрентÿпе воспитани уйрăмĕн пуçлăхĕ. Л.И. Мурманская - 30 ытла статьяпа публикацисен авторĕ. Общество хастарĕ,  Чăваш культура обществине, ПР чăвашсен Канашне, П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулне пуçарса яраканĕсенчен пĕри. Вăл пĕр хутчен çеç мар Чăваш наци конгресĕн съезчĕн делегачĕ пулнă. Хальхи вăхăтра – ПР «Канаш» регионти обществăлла организаци председателĕ.
«ПР Тĕп патшалăх советникĕ», «РФ Вĕрентÿ отличникĕ», «ПР тава тивĕçлĕ вĕрентÿ ĕçченĕ» сумлă ятсене тивĕçнĕ. 2012 çултанпа Чăваш халăх ăслăлăхпа ÿнер академийĕн чăн членĕ. Ăна медальсемпе, патшалăх шайĕнчи Хисеп хучĕсемпе наградăланă.
Людмила Ивановнăна юбилей ячĕпе саламласа чăваш халăхĕшĕн тата та нумай парахтарлă  ĕç тума ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, иксĕлми хастарлăхпа çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват, çĕнĕ шухăшсемпе çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр.  

 

Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕ,

«Урал сасси» хаçат редакцийĕ,

«Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕ.  

 

Хыпара çакăнтан илнĕ: ЛЮДМИЛА ИВАНОВНА МУРМАНСКАЯ // Урал сасси. 2020. Пуш уйăхĕ, 20.