Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуçĕнче Пушкăртстанри чăвашсен наципе культура автономин (ЧНКА) канашлăвĕ иртрĕ

12.03.2020 09:40 | просмотров: 1163
Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуçĕнче Пушкăртстанри чăвашсен наципе культура автономин (ЧНКА) канашлăвĕ иртрĕ

Çак кунсенче Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуçĕнче Пушкăртстанри чăвашсен наципе культура автономин (ЧНКА) канашлăвĕ иртрĕ. Ытларах чухне кун пек пухусене Ĕпхÿ хулинче йĕркелеççĕ пулсан, хальхинче чăвашсен Мекки яваплăха хăй çине илчĕ темелле. Çакăн пек йышăнăва чăваш хастарĕсем пĕрлĕх ертÿçи Виталий Викторов сĕннипе пурнăçа кĕртрĕç. Тĕп сăлтавĕ вара вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕн Константин Ивановăн 130 çулхи юбилейĕпе çыхăннă.

Кăçал юбилей кунĕ май уйăхĕн 29-мĕшĕнче иртĕ. Уява мĕнлерех шайра йĕркелесси пирки пухăннисене Пелепей районĕнчи чăваш наципе культура автономин председателĕ Владимир Яковлев паллаштарчĕ. Владимир Матвеевич мероприяти анлă та илемлĕ пулассине шантарчĕ. Юбилей ыйтăвне хускатнă май тухса калаçакансем, сĕнÿ паракансем нумай пулчĕç. Кунта çак вăхăт тĕлне Слакпуç шкулне К.Иванов ятне парасси, Силпипе Слакпуç вырăнĕсене уйрăм заповедник тăрăхне çавăрасси çинчен сăмах пычĕ. Республикăри ЧНКА пуçлăхĕ В. Викторов залра ларакансене ĕçлĕ сĕнÿ пачĕ.
- Кирек мĕнле мероприяти те тăкаксăр пулмасть. Çавăнпа та Пелепей тăрăхĕнчи автономи çумĕнче юбилей фондне уçма сĕнетĕп. Çав вăхăтрах çирĕплетнĕ укçа-тенкĕ смети пулмалла, - терĕ Виталий Васильевич.
Тухса калаçакансен хушшинче ПР чăвашсен Канашĕн ертÿçи Людмила Мурманская, Пушкăртстанри чăваш культура обществин председателĕ Юрий Михайлов, Ĕпхÿ хулинчи ЧНКА пуçлăхĕ Владимир Иванов, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем Рима Петровапа Елена Данилова, К.Иванов ячĕллĕ хуçалăх председателĕ Сергей Афанасьев, ялти Ветерансен канашĕн председателĕ Вера Павлова пулчĕç.
Юбилей ыйтăвĕсĕр пуçне чăваш хастарĕсем сысна комплексĕпе çыхăннă ыйтăва та çĕклерĕç. Паянхи кун ăна татса панă теме иртерех-ха.
Кун йĕркинчи тепĕр ыйту вăл ПР чăваш наципе культура автономин черетлĕ пухăвне ирттересси пулчĕ. Пушкăртстанри ЧНКА председателĕн çумĕ Юрий Михайлов автономи съездне кĕркунне йĕркелессине пĕлтерчĕ, пуçаруллă чăваш хастарĕсене ПР Культура министерствин тата Туслăх çурчĕн Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем парса чысларĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

 

Хыпара çакăнтан илнĕ: Снегопад Юрий. АВТОНОМИН СЛАКПУÇĔНЧИ КАНАШЛĂВĔ // Урал сасси. 2020. Пуш уйăхĕ, 11.