Исаев Виталий. РАÇÇЕЙĔН МУХТАВЛĂ ХĔРĔСЕМ: А.И. Нухрата - 120 çул // Урал сасси. 2020. Пуш уйăхĕ, 11.

11.03.2020 10:47 | просмотров: 1228
Исаев Виталий. РАÇÇЕЙĔН МУХТАВЛĂ ХĔРĔСЕМ: А.И. Нухрата - 120 çул // Урал сасси. 2020. Пуш уйăхĕ, 11.

Кăçал март уйăхĕн 14-мĕшĕнче общество тата патшалăх деятелĕ, журналист Антонина Ивановна Нухрат çуралнăранпа 120 çул çитет.

«Юлташсем, хисеплĕ хĕр-тантăшсем! Совет влаçĕ пире, хĕрарăмсене, пĕртанлăх, ирĕклĕх пачĕ. Анчах та пирĕн хăш-пĕр туссем – пушкăрт, тутар, удмурт, мари, чăваш, мордва хĕрарăмĕсем – Ленин кăларнă саккунсемпе анлăн усă курмаççĕ-ха. Хăйсен прависене пĕлменнине пула çĕнĕ саманара та ĕлĕкхи пекех, нушапа тертре пурăнаççĕ. Пулăшасчĕ вĕсене, совет пурнăçĕ тăвас юхăма хутшăнтарасчĕ, - терĕм эпĕ залра пухăннă парти активисчĕсемпе хĕрарăмсене. Шăпах çав кун хамăн пурнăç тĕллевне тупни пирки эпĕ ун чухне шухăшлама та пултарайман паллах. Парти хушнине пурнăçласа, аталанура кая юлнă халăхсен хĕрарăмĕсене çутта кăларас тата çак пархатарлă ĕçе йĕркелесе ертсе пыма шăпа тухасса шухăшламан та. Вĕсен валли нумай-нумай статьясем, кĕнекесем çырма, вĕсен ячĕпе советсен саккунĕсем кăларакан органĕсенче сăмах калама ĕмĕтленмен те. Пурнăçăмра Клара Цеткинпа, Надежда Константиновна Крупскаяпа, хĕрарăмсен юхăмне ертсе пыракан ытти паллă деятельсемпе пĕрле ĕçлеме тивессе пĕлме пултарайман эпĕ».
Çакăн пек асаилÿрен пуçланать Коммунистсен партин ветеранĕ, хамăрăн мухтавлă ентешĕмĕр Антонина Ивановна Нухрат çырнă «Çĕнĕ пурнăç пуçламăшĕ» статья. Вăл Мускавра «Советская Россия» издательствăра пичетленсе тухнă «Раççей революционеркисем» сборнике кĕнĕ.
Кĕнекене, Российăра большевиксен партине туса хунăранпа 80 çул çитнĕ май, РСДРП II cъездне хутшăннă хĕрарăм делегатсен асаилĕвĕсенчен пухса хатĕрленĕ. Аслă Октябрь çĕнтерĕвĕ тата Совет влаçне туса хурассипе ăна çирĕплетессишĕн пынă вăхăтра хĕрарăмсем епле вăй хурса кĕрешни, агитацилле массăллă ĕçре Ленин идейисене пĕтĕм халăх хушшине сарни çинчен каласа панă.
Аслă Раççейĕн пур кĕтесĕнче те – Мускавпа Петроградра, Иваново-Вознесенскпа Тулăра, Тверпе Костромара, Саратовпа Екатеринодарта (хальхи Краснодар), Уралпа Çĕпĕрте тата ытти вырăнсенче – Пушкăрт, Якут, Дагестан, Коми, Бурят, Хакас, Чăваш çĕрĕсенче -  çĕнни çĕнтерни, пур халăх та аслă чăнлăхшăн кĕрешĕве çĕкленни çинчен çырни очерксен тĕшши пулса тăрать. Кĕнекере Раççейĕн мухтавлă хĕрĕсен портречĕсене пичетленĕ. Вĕсем хĕрĕхе яхăн. Фотогалерея Н.К. Крупская портречĕпе уçăлать. Унпа юнашарах М.Н. Разумов, Е.Н. Адамович, Е.К. Кравченко… Унтах – А.И. Нухрат.
А.И. Нухрат Пушкăрт Республикинчи Пишпÿлек районĕнчи Мелеспуçĕнче çуралнă. Унтан шăпа ăна Авăркас тăрăхĕнчи Меселпуç ялне илсе çитернĕ.  1918 çулта Çтерлĕ хулинчи хĕрарăмсен гимназийĕнчен вĕренсе тухсан Авăркас районĕнчи Маньел шкулĕнче учитель пулса ĕçленĕ.
Лăпкă пулман ун чухне пурнăç. Пур çĕртре те шурă гвардеецсем алхаснă. Атăлпа Урал тăрăхĕнче революци хĕмĕпе çĕкленнĕ халăх, çĕнĕ пурнăçшăн кĕрешнĕ вăхăт пулнă.
Вулăсри ревкома Совет влаçĕн официаллă хушăвĕсемпе декречĕсем, хаçатсемпе брошюрăсем, тĕрлĕ хыпарсем килсе тăнă. Чăвашсем те вулама пултарччăр тесен вĕсене, паллах, тăван чĕлхене куçармалла пулнă. Çак ĕçе пурнăçлама вулăс ревкомĕ çамрăк учительницăна чĕнсе илнĕ. Хушнине чун-чĕререн парăнса пурнăçланă Антонина Ивановна, Мускав хыпарĕсене тăван чĕлхене куçарса, халăх умĕнче вĕсене патриотла хĕрÿллĕ туйăмпа вуланă, массăллă тата агитациллĕ ĕç пуçарнă.
1919 çулхи кĕркунне яла Питĕртен Батурин большевик ертсе пыракан продотряд çитнĕ. Вулăсра часах РКП(б) ячейкине йĕркеленĕ. Коммунистсен ретне чи малтан фронтовиксемпе чухăн хресченсем кĕнĕ. Шăпах çавăн чухне тăнă та ĕнтĕ парти ретне А.И. Нухрат та.
Тĕрĕкле калаçакан халăхсен чĕлхине пĕлнипе тата агитаципе пропаганда ĕçне хастар туса пынине шута илсе ăна малтан Пушкăрт обкомĕн членне, тепĕр çултан хĕрарăмсемпе ĕçлекен пай пуçлăхне лартаççĕ.
А.И. Нухрат партин XI cъездне те хутшăннă. Кунта вăл В.И. Ленина курнă, унăн çулăмлă сăмахне итленĕ. Çак тĕл пулу, паллах, А.И. Нухратăн кун-çулĕнче тарăн йĕр хăварнă. Вăл унăн вĕрентĕвĕсене тĕпе хурса ĕçленĕ.
Виталий ИСАЕВ, фотожурналист.

 

Хыпара çакăнтан илнĕ: Исаев Виталий. РАÇÇЕЙĔН МУХТАВЛĂ ХĔРĔСЕМ: А.И. Нухрата - 120 çул // Урал сасси. 2020. Пуш уйăхĕ, 11.