Михайлов Юрий. ЧĔРĔК ĔМĔРЕ ÇИТНĔ «ШĂПЧĂК САССИ» ПИШПӲЛЕКРЕ ТЫМАР ЯРĔ // Урал сасси. 2020. Пуш уйăхĕ, 11.

11.03.2020 10:45 | просмотров: 1155
Михайлов Юрий. ЧĔРĔК ĔМĔРЕ ÇИТНĔ «ШĂПЧĂК САССИ» ПИШПӲЛЕКРЕ ТЫМАР ЯРĔ // Урал сасси. 2020. Пуш уйăхĕ, 11.

ЧĔРĔК ĔМĔРЕ ÇИТНĔ «ШĂПЧĂК САССИ» ПИШПӲЛЕКРЕ ТЫМАР ЯРĔ. 

Асăннă фестивале йĕркеленĕренпе кăçал 25 çул çитрĕ. Пĕрремĕш хут вăл Çтерлĕ хулинче 1995 çулхи апрель уйăхĕн 6-мĕшĕнче «Строитель» культура çуртĕнче Пушкăртстанри Чăваш çамрăкĕсен союзĕ (председателĕ – Григорий Степанов) йĕркеленипе иртнĕ. Унта пурĕ республикăри 12 хулапа районтан 62 хĕрпе каччă хутшăннă. Сăмах кунта суйлав турĕ пирки пырать. Финала тухнисем вара 8 çын тепĕр виçĕ эрнерен хăйсен пултарулăхне «Синтезкаучук» культура керменĕн сцени çинче кăтартнă. Вĕсен ячĕсене ятарласах асăнса хăварас килет: Валентина Яковлевапа Виктор Николаев (Пишпÿлек районĕ), Ирина Борисова (Федоровка), Вадим Александровпа Валентина Никитина (Авăркас), Валентина Остановапа Виктор Васильев (Мияки), Светлана Матвеева (Кармаскалă).
Чĕрĕк ĕмĕр иртнĕ хыççăн, паллах, улшăнусем чылай пулнă. Пишпÿлекри конкурса 28 яшпа хĕр хутшăнчĕç. Чăн та, йышĕпе пĕрремĕш фестивальпе танлаштарсан, икĕ хут сахалрах пулсан та мероприятийĕн шайĕ ÿсни куç умĕнчех. Кунта чăн малтан йĕркелÿçĕсем (район администраципе вырăнти чăвашсен Канашĕн хастарĕсем) яваплăха туйса ĕçленине палăртмаллла. Çавна пулах конкурса хутшăнакансем Чăваш Енпе Тутарстан Республикисенчен килсе çитнĕ. Тепĕр саманта та палăртмасăр иртсе каяс килмест, сцена çинчи декораципе режиссура ăсталăхĕ çÿллĕ пулнине пытарма кирлĕ мар. Маттур тесе калас килет пишпÿлексене. Сăмах май каласан, малашне «Шăпчăк сассине» тăтăшах Пишпÿлек çĕрĕ çинче ирттересси пирки сĕнÿ пулчĕ. Кил хуçисем çак сĕнĕве хапăл туса йышăнчĕç.
Конкурс сумне йыхравланă хăнасем килсе çитни те ÿстерчĕ. Вĕсен шутĕнче республикăри чăвашсен Канашĕн пуçлăхĕ Людмила Мурманская, наципе культура пĕрлешĕвĕн ертÿçин çумĕ Юрий Петров, Чăваш çамрăкĕсен пĕрремĕш пуçлăхĕ пулнă Григорий Степанов. Çапах та чи пĕлтерĕшлисем конкураса хутшăнакансем пулчĕç. Вĕсен пултарулăхне куракан куçĕпе хак парса Юрий Анатольевич çакна палăртрĕ: «Эпĕ мĕнпур конкурсантсене пĕрремĕш вырăн панă пулăттăм. Кашниех сцена çинче илĕртÿллĕ те çепĕç саслă. Маттурсем.» Çапах та çирĕм сакăр конкурсант хушшинче мала тухнисене палăртмалла. Диана Илларионовапа (Пишпÿлек районĕ) Лейсян Федорова (Çтерлĕ хули) пĕрремĕш степень дипломне тивĕçрĕç, Мария Черниковапа (Тутарстан Республики) Игорь Иванов (Чăваш Ен) иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç, Вячеслав Григорьевпа (Пишпÿлек районĕ) Ильдар Рахимгулов виççĕмĕшсем пулчĕç. Гран-прине вара Анастасия Иванова (каллех Пишпÿлек районĕ) тивĕçрĕ. Вăл конкурса «Арканчĕ юрату» юрăпа вĕçлерĕ.
«Шăпчăк сасси» конкурса пĕтĕмлетсе çакна асăнса хăвармалла. Пултаруллă та çепĕç саслă чăваш çамрăкĕсем Пушкăртстан çĕрĕ çинче çителĕклех. Вĕсене вăхăтлă курма тата хак пама çеç пĕлмелле. Çакăн пек мероприятисем урлă çамрăк талантсем пысăк сцена çине тухасса шанас килет.

Юрий МИХАЙЛОВ.
Пишпÿлек районĕ.

 

Хыпара çакăнтан илнĕ: Михайлов Юрий. ЧĔРĔК ĔМĔРЕ ÇИТНĔ «ШĂПЧĂК САССИ» ПИШПӲЛЕКРЕ ТЫМАР ЯРĔ // Урал сасси. 2020. Пуш уйăхĕ, 11.