Олег Николаев Чăваш Енĕн сумлă ҫыннисене Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине халалланă Асăну медалĕпе наградăланă

11.03.2020 09:52 | просмотров: 1182
Олег Николаев Чăваш Енĕн сумлă ҫыннисене Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине халалланă Асăну медалĕпе наградăланă

Пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Шупашкар-Арена" пăр керменте Чăваш автономи облаçне йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине халалланă мероприятисен марафонне хутшăннă.

Олег Алексеевич Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине халалланă Асăну медалĕпе наградăланă. Çак чыса СССР халăх артистки Вера Кузьмина, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава,  Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Иван Долгушин тивĕçнĕ. 

 «Тавах Сире ҫак наградăна мана панишĕн.  Чăваш Енре эпĕ 43 ҫул ĕнтĕ пурăнатăп.  Тăван ҫĕре юрататăп.  Эпĕ чăваш пекех, ĕҫлеме юрататăп, пуринпе те тарават пулма тăрăшатăп.  Чăваш халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа яланах ĕҫлеме пикенетĕп. Чăваш Ен иккĕмĕш тăван кил манăн», - тенĕ Шупашкар тата Чăваш ЕН митрополичĕ Варнава.

«Эпĕ Чăваш Енре 1972 çултанпа ĕçлесе пурăнатăп. Промышленноç тракторĕсем тăвакан заводра вăй хутăм. Чăвашсем ĕçчен те пултаруллă халăх пулнине хам курса ĕнентĕм», - палăртнă Иван Долгушин.

 Вера Кузьминична хăйне евĕр паллă ентеш. Ăна пĕлмен ҫын ҫук тесен те йăнăш мар пулĕ. Унăн чăваш хĕрарăмĕн сăнарĕ кашнин чĕринче. «Ытарайми чăваш халăхĕ, ырлăх-сывлăх сунатăп сире. Мана çапла чыс тунăшăн пехил. Тăван республика ырлăхĕшĕн пĕтĕм вăйран ĕçлĕр, ăна юратăр», - тенĕ вăл.  

Кĕскен: Керменĕн тĕп лапамне 21 районпа пилĕк хулин маттур çыннисем хастаррăн тухнă. Кашни районпа хула çинчен тем чухлĕ ыррине, лайăххине калама пулать. Вĕсен ывăл-хĕрĕсем тăван хутлăхĕшĕн ывăнма пĕлми вăй хунă.

Фоторепортаж

 

Хыпара çакăнтан илнĕ: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ