"Варкăш" литература клубĕ "Чувашская мифология" тата "Мифсем. Легендăсем. Халапсем" кĕнекесем пирки лару ирттерет

12.02.2020 15:38 | просмотров: 909
"Варкăш" литература клубĕ "Чувашская мифология" тата "Мифсем. Легендăсем. Халапсем" кĕнекесем пирки лару ирттерет

"Варкăш" литература клубĕ "Мифологи тата илемлĕ литература" темăпа лару ирттерет. Хальхинче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ хатĕрлесе кăларнă "Чувашская мифология" тата "Чăваш халăх пултарулăхĕ. Мифсем. Легендăсем. Халапсем" кĕнекесем пирки калаçу пырĕ. Лару нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче Культурăпа туризм информацийĕн центрĕнче 18 сехетре пуçланать. Шупашкар хулин Ефремов купса бульварĕнчи 4-мĕш çуртра чăваш мифологийĕпе тата илемлĕ литературипе кăсăкланакансене хапăлласах кĕтеççĕ.