Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев республика Правительстви умӗнче тӑракан тĕллевсене палӑртнӑ

03.02.2020 16:45 | просмотров: 1005
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев республика Правительстви умӗнче тӑракан тĕллевсене палӑртнӑ

Нарăс уйăхĕн 3-мӗшӗнче иртнӗ планеркӑра Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Чӑваш Республикин Правительстви умӗнче тӑракан черетлӗ тĕллевсене палӑртнӑ.

"Ҫывӑх вӑхӑтрах пирӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономикăна хӑвӑрт аталантармалли программӑна хатӗрлесе ҫитермелле. Вӑл е ку ҫул-йӗр енӗпе пурнӑҫламалли мероприятисемшӗн яваплӑ депутатсене тата ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тăрăшакансене ҫакна шута илме ыйтатӑп. Асӑннӑ ыйтăва ҫавӑн пекех общество организацийӗсемпе, муниципалитет пӗрлӗхӗсен пуҫлӑхӗсемпе программӑна хушӑмсем кӗртес тата ӑна тӗплӗнрех тӑвас тӗллевпе сӳтсе явмалла. Ку ӗҫе кӗске вӑхӑтра пурнăҫламалла", - тесе пӗлтернӗ Олег Николаев.

Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи Ҫӗнтерӳ 75 ҫул тултарнине уявласси те тивӗҫлӗ шайра иртмелле тесе уйрӑммӑн палӑртнӑ.

 "Президент хушӑвӗсемпе килӗшӳллӗн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫинчен ҫынсем тӗрӗс информаци илме пултарччӑр тесе архивпа документ материалӗсем хатĕрлемелле,  центрсем тумалла. Ҫакӑ ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани пама пулăшать»,  - тенĕ  Олег Николаев.

Чӑваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине палăртакан уяв мероприятийӗсем пирки сăмахланă май, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан культура пулӑмӗсен марафонне общество тата коммерциллӗ мар организацисен представителӗсене йышлӑн хутшӑнтармаллине аса илтернӗ.

 "Уява тӗрлӗ кӑсӑк пулӑмсемпе тивӗҫтермелле, унта чăваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе культурин пуянлӑхне туллин ҫутатмалла", - тенĕ Олег Николаев.

 

Тĕплĕнрех çакăнта пăхмалла: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ