«Хусанкай вулавĕсем – 2020» фестиваль çĕнтерӱçисемпе призёрĕсене саламлатпăр

27.01.2020 11:33 | просмотров: 1128
«Хусанкай вулавĕсем – 2020» фестиваль çĕнтерӱçисемпе призёрĕсене саламлатпăр

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ тата Шупашкар хулин П.П. Хусанкай ячĕллĕ 49-мĕш шкулĕ йĕркеленипе кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Петĕр Хусанкай çуралнă кун, вĕренекенсемпе вĕрентекенсен пултарулăхĕн «Хусанкай вулавĕсем – 2020» регион фестивалĕ иртрĕ. Уява аслă поэтăмăр мăшăрĕ Вера Кузьминична Кузьминапа вĕсен ывăлĕ Атнер Петрович Хусанкай илем кӱчĕç. Фестивале Чăваш тата Тутар Республикисенчен пĕтĕмпе 202 ачапа 28 вĕрентекен хутшăнчĕç. Вĕсем тăватă номинацире тупăшрĕç. Ачасем Петĕр Хусанкай хайлавĕсем тăрăх буктрейлер хатĕрлесе, ÿкерчĕксем ӱкерсе тата сăвă каласа хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Вĕрентекенсем вара класс тулашĕнче ирттермелли уяв сценарийĕсене хайларĕç. Хĕрÿ тупăшура 13 вĕрентекенпе 98 вĕренекен çĕнтерÿçĕсемпе призёрсем пулса тăчĕç. Вĕсене пурне те саламлатпăр!

Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсен списокĕ>>>

 

Тĕплĕнрех çакăнта пăхмалла: ЧРВИ: «Хусанкай вулавĕсем – 2020» фестиваль çĕнтерӱçисемпе призёрĕсене саламлатпăр