Чăваш автономийĕн 100 çулхи юбилейне уявлас енĕпе ĕçлекен ушкăнăн тата Республика кунне паллă тăвассипе ĕçлекен йĕркелӳ комитечĕн ларăвĕ

04.12.2019 11:13 | просмотров: 1121
Чăваш автономийĕн 100 çулхи юбилейне уявлас енĕпе ĕçлекен ушкăнăн тата Республика кунне паллă тăвассипе ĕçлекен йĕркелӳ комитечĕн ларăвĕ

Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев 2020 çулта Чăваш автономийĕн 100 çулхи юбилейне уявлас енĕпе ĕçлекен ушкăнăн тата Республика кунне паллă тăвассипе ĕçлекен йĕркелӳ комитечĕн пĕрлехи ларăвне ирттернĕ.

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче регионта паллă уява халалласа кăҫал юпа уйăхĕн варринчен пуҫласах пысăк мероприятисем йĕркелесе ирттерме тытăнни пирки хыпарланă. Чăваш Республикин Культура кунĕсене кăҫал Крым Республикинче тата Самара облаҫĕнче ҫав тери анлă ирттернине асăннă. Раштав уйăхĕн пуҫламăшĕнче ҫӳлерех асăннă мероприятине Пушкăрт Республикинче уявлама плана кĕртсе хăварнине те палăртнă Пуҫлăх. 2020-мĕш ҫулхи плана чылай пысăк мероприяти кĕртсе хăварнă. Мускавра, Санкт-Петербургра, Тутар Республикинче тата ытти регионсенче те уявсем иртĕç. Вĕсене те пĕтĕмпех планласа хăварнă.  

Уяв марафонĕн тĕп мероприятийĕ Чăваш Республикин тĕп хулинче иртесси паллă.

«Пирĕн ытларах ҫемйе йăли-йĕркисем ҫине тимлĕх уйăрмалла. Кашни ҫын хăйсен йăх-тымарĕ пирки туллин пĕлсе тăтăр. Пур ĕҫе те пĕтĕм чун-чĕререн кăмăлпа пурнăҫлама тăрăшмалла. Уяв халăхшăн ҫӳллĕ шайра иртмелле», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Уяв мероприятийĕсем пирки Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев тĕплĕн каласа кăтартнă. Уявăн тĕп шухăшĕ – Чăваш Ен туприне упраса хăварасси, 100 ҫулхи ĕҫсене пĕтĕмĕшле тишкерсе анлăн сăнарласа кăтартасси. Юбилей ҫулталăкĕнче яланхиллех халăх кăмăлне каякан мероприятисем пулĕҫ.

Йăлана кĕнĕ фестивальсемпе конкурссемсĕр пуçне программăна çĕнĕлĕх те нумай кĕртнĕ: наци тумĕсен фестивалĕ, хут купăсçăсен тупăшăвĕ, 5000 çынран тăракан хор концерчĕ, куравсем, чăваш киновĕн эрни тата ыттти те. Уява Шупашкарти "Олимпийский" стадионта ирттерме шухăшлаççĕ. Çавăн пекех хулари темиçе тÿремре уяв мероприятийĕсем иртĕç. «Театр под открытым небом – 7 ночей» фестиваль пирĕн регионта пуҫласа иртĕ. «Нарспи» тата «Шывармань» оперăсене те халăх курма пултарĕ.  Раҫҫейрен тата ют ҫĕршывсенчен халăх чылай килме кăмăл тунă. Пултаруллăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшисемпе куракансене «тыткăна» илĕҫ.

Республика кунĕнче вара яланхиллех «Регионсен чикĕсĕр хутшăнăвĕ» курава ирттересси те планра пур. «Акатуй» уяв, культура, спорт мероприятисем сахал мар иртĕҫ, çавăнпа кашни ĕҫе яваплăха туйса пурăҫламаллине чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине палăртса федераци шайĕнче Мускавра ирттермелли тĕп вырăн пирки ыйтăва ҫитес вăхăтра татса памаллине каланă. «История Чувашского края в уникальных архивных документах» кĕнеке-альбом хайласа кăларасси пирки те сăмахланă ларăва пухăннисем. «Кĕнекене пичетлеме париччен, кашни ята, хушамата тĕрĕслесе тухмалла. Никама та манса хăварма юрамасть, пăшăрханмалла ан пултăр халăхăн», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Юбилей валли ятарлă буклетсем, афишăсем тата ытти материалсем те калăпласа пымаллине асăннă ĕҫ ушкăнĕн членĕсем.

«Мĕнпур уяв пĕрлĕхре пулмалла. Мероприятисем пĕр-пĕринпе килĕшсе тăмалла. Ĕҫ ҫыннисем, ветерансем, паянхи ăсчахсем патне пысăк тимлĕх уйăрмалла», - тесе пĕлтернĕ шухăша Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев.    

Таварсене, сувенирсене пĕтĕмпех Чăваш автономи облаҫне йĕркелесе янăранпа 100 ҫул ҫитнине палăртса ятарлă пусăм тумаллине каланă. «Ыйтăва куҫран вĕҫертме юрамасть», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Чăваш Республикин Указне тĕпе хурса ҫитес 2020 ҫул Республика кунне Хĕрлĕ Чутайĕнче ирттерме йышăннă. Хĕрлĕ Чутай районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Александр Башкиров уява хатĕрленсе пысăк ĕҫсем пурнăҫлама пуҫланине хыпарланă, республика енчен куҫакан тĕрев тавралăха тирпей-илем кĕртме тата ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене ҫĕнетме тăкакланассине пĕлтернĕ. 

Фоторепортаж

 

Тĕплĕнрех çакăнта пăхмалла: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ: «Чăваш автономийĕн 100 çулхи юбилейне палăртса уявсене халăхшăн пĕтĕм чун-чĕререн кăмăлпа, савăнăҫлă лару-тăрура ирттермелле», - тенĕ Михаил Игнатьев