Шупашкар хулин 33-мĕш шкулĕнче вĕренекен Яна Валиева пӗтӗм Раççейри краеведени вулавĕсенче çĕнтернĕ

02.12.2019 10:32 | просмотров: 1199
Шупашкар хулин 33-мĕш шкулĕнче вĕренекен Яна Валиева пӗтӗм Раççейри краеведени вулавĕсенче çĕнтернĕ

2019 çулхи чÿк (ноябрь) уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа 22-мĕшĕччен Мускав хулинче пӗтӗм Раççейри краеведени вулавĕсем иртнĕ. Раççейĕн тĕп хулине тĕрлĕ регионтан 125 шкул ачи килсе çитнĕ. Шупашкартан унта çитме И.А. Диарова  (Шупашкар хулин 33-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ) тата унăн вĕренекенĕ, 8 класра ăс пухакан, Яна Валиева тивĕçнĕ. Мускава çитес тесен чи малтанах Республика шайĕнче çĕнтерусĕ ятне тивĕçмелле пулнă. Унтан Мускавран йыхрав çитнĕ. Виçĕ конкурсра (пултарулăх, ал ĕçĕсен, конференци) хутшăнса Яна икĕ хутчен çĕнтерÿçĕ тата призер пулса çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Эпир хĕрачапа унăн вĕрентекенне чунтан саламлатпăр, малашне те ăнăçусем сунатпăр!

 

Хыпара çакăнтан илнĕ: Вĕренÿ институчĕ: Мускавран çĕнтерÿпе!