"Чăваш Ен" ПТРК: Шупашкарти Хӗрлӗ Тӳремре археологи шыравӗ пырать

07.10.2019 10:21 | просмотров: 1021
"Чăваш Ен" ПТРК: Шупашкарти Хӗрлӗ Тӳремре археологи шыравӗ пырать

Шупашкарти Хӗрлӗ Тӳремре археологи шыравӗ пырать.

Строительсем реконструкци тунӑ чухне этем шӑмми-шаккине, авалхи ҫурт никӗсне асӑрханӑ. Халӗ унта историксем ӗҫлеҫҫӗ. 17-18-мӗш ӗмӗрсенче кунта масар пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ ӑсчахсем. Строительсем ҫын шӑмми-шаккине фонтан тума пуҫласан асӑрханӑ. Кун пирки вӗсем тӳрех тӗрлӗ ведомствӑна пӗлтернӗ. Ку вырӑна малтан следовательсем тӗпченӗ, халӗ археологсем ӗҫлеҫҫӗ.

Алена Артемкина, Виктор Степанов
 

Сюжет: http://chgtrk.ru/news/24666