МИХАЙЛОВ Юрий. Ял-йыш валли - çĕнĕ ФАП // Хыпар. - 2019. - Юпа, 4.

04.10.2019 14:44 | просмотров: 908
МИХАЙЛОВ Юрий. Ял-йыш валли - çĕнĕ ФАП // Хыпар. - 2019. - Юпа, 4.

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнел ялĕнчи çĕнĕ фельдшер-акушер пунктне уçнă.

Çурта федерацин «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне пурнăçласа кăçал тунă. Кунта пациентсене медицинăн пирвайхи пулăшăвне пама условисем çителĕклĕ, участокăн врач-терапевчĕ Лариса Галкина 430 ытла çынна йышăнать. ФАП заведующийĕ Вера Быкова вĕсене ăшшăн кĕтсе илет.

Объекта хăпартмашкăн республика хыснинчен укçа уйăрас ыйтăва татса парассишĕн Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов тăрăшнă. Строительство еплерех пынипе те кăсăклансах тăнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов ĕçсене графикпа килĕшÿллĕн тунине тĕрĕслесех тăнă. ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Владимир Дубов республика Пуçлăхĕ хушăвне пурнăçласа кăçал республикăра 26 ФАП уçассине пĕлтернĕ. Виççĕшĕ те ФАПа уçма пынă.

Унăн умĕнче ирттернĕ савăнăçлă уявра ял старости Владимир Скворцов ФАП тума пулăшнисене пурне те ял-йыш ячĕпе тав тунă.

 

• Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнел ялĕнче ФАП уçаççĕ.

Район администрацийĕн сăн ÿкерчĕкĕ.

Хыпара çакăнтан илнĕ: МИХАЙЛОВ Юрий. Ял-йыш валли - çĕнĕ ФАП // Хыпар. - 2019. - Юпа, 4.