Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ авӑн уйӑхӗнче рекорда ҫӗнетрӗ, уйӑхра 30 пин ытла чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрне хушрĕ

01.10.2019 11:30 | просмотров: 1135
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ авӑн уйӑхӗнче рекорда ҫӗнетрӗ, уйӑхра 30 пин ытла чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрне хушрĕ

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ҫурла уйӑхӗнчи ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май рекордла ӗҫлени пирки асӑннӑччӗ — уйӑх хушшинче 21,6 пин куҫару кӗртнӗччӗ. Анчах та авӑн уйӑхрине пӑхсан эпир рекорда татах та ҫӗнетрӗмӗр — хальхинче уйӑхра 30 пин ытла чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрне хушрӑмӑр. Ку ҫеҫ те мар, электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнӗ сӑмах кӗнекипе те пуянланчӗ — В.Г. Егоровӑн этимологи словарӗпе (2 298 сӑмах тишкерӗвӗ).

Василий Егоровӑн этимологи словарӗ 1964 ҫулта тухнӑ, кӑҫал вара эпир ӑна сканерласа электронлӑ варианта куҫартӑмӑр. PDF форматпа ҫеҫ мар, сканерласа саспаллилетнӗ хыҫӑн текста тӗрӗслесе тухрӑмӑр. Ҫапла май халь вӑл словарьте хӑвӑрт шырав та ирттерме пулать. Ӗҫе Алина Иванова пурнӑҫлани пирки пӗлтерсеччӗ ӗнтӗ.

Тӗплӗнрех Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи ҫинче чарӑнса тӑрар. Авӑн уйӑхӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Ҫавна май, парне пек пултӑр тесе, вӑл кун тӗлне ҫӗр пин пуплевӗш таран ҫитерес тесе самай тӑрӑшрӑмӑр. Тӗллеве пурнӑҫларӑмӑр та. Чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен йышӗ 100 пинрен сайтӑн ҫуралнӑ кунӗччен темиҫе кун маларах иртрӗ. Паллах, ку малашнехи ӗҫ ҫине те витӗм кӳчӗ — уйӑх тӑршшӗпех тенӗ пек хӑвӑртлӑха ҫухатмасӑр пытӑмӑр. Ҫапла май паянхи кунхи калӑпӑш патне ҫитрӗмӗр те. Вӑл 124 818 куҫарнӑ пуплевӗшпе танлашать. Иртнӗ уйӑхринчен 30 363 пуплевӗш ытларах. Паллах, ку ӗҫ йӑлт прозӑллӑ хайлавсен куҫарӑвӗсене кӗртнипе ҫыхӑннӑ. Авӑйн уйӑхӗнче эпир Лев Кассилӗн «Аслӑ хирӗҫтӑрӑвне», Вениамин Каверинӑн «Икӗ капитанне» кӗртсе пӗтертӗмӗр. Паянхи кун Валентин Катаевӑн «Пӗччен парус шуррӑн курӑнать» хайлавӗпе, Дмитрий Суслинӑн «Хӑрушӑ вӑрттӑнлӑхне» (куҫару авторӗ хӑй тивӗҫтернӗ текстпа) ӗҫлетпӗр. Ҫавӑн пекех Максим Горькийӗн «Амӑшне» тата Иван Гончаровӑн «Обломовне» электролатас ӗҫ пырать. Четретре кӗнекесем тата та пур — Антон Чеховӑн калавӗсем, А. Мусатовӑн «Стожарӗ», Иван Вазовӑн (пӑлхар ҫыравҫи) «Пусмӑрта» хайлавӗсем. М. Шолоховӑн «Уҫнӑ ҫеремӗ» те хӑйӗн черетне кӗтет. Ҫак кӗнекесене саспаллилетнӗ хыҫҫӑн тексчӗсенчи йӑнӑшӗсене юсаса тухакансем тупӑнсан питӗ аванччӗ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫин кӑтартӑвӗсене танлаштармашкӑн пӗлтеретпӗр: ку хыпара ҫырнӑ чухне 1 365 текст (+18), 165 874 пуплевӗш (+32 479), 2 007 101 сӑмах (+308 851). Икӗ миллионлӑ чӑваш чӗлхи корпусӗ пурришӗн савӑнмалла пек те анчах пирӗн кӳршӗри халӑхсен ку кӑтарту самай пысӑкрах — юнашарти ҫармӑссенех 20 миллион сӑмах. Тутарсем пирки калаҫу та ҫук — вӗсен 350 миллионтан иртнӗ. Ҫавах та ӗҫлесен пулать — тӗллевӗ хӑрушла инҫетре пулин те ӳркенмесен вӑл кӑтартусем патне ҫитейӗпӗрех!

Тĕплĕнрех çакăнта пăхăр: Чăваш халăх сайчĕ: Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ авӑн уйӑхӗнче рекорда ҫӗнетрӗ