Кĕнеке издательстви кăларнă чăвашла тата вырăсла «Ачасене упрăр!» = «Берегите детей!» брошюра - «Çулталăк кĕнеки» конкурс дипломанчĕ

30.09.2019 10:08 | просмотров: 1157
Кĕнеке издательстви кăларнă чăвашла тата вырăсла «Ачасене упрăр!» = «Берегите детей!» брошюра - «Çулталăк кĕнеки» конкурс дипломанчĕ

Чăваш кĕнеке издательствинче кăçал кун çути курнă «Ачасене упрăр!» брошюра «Çулталăк кĕнеки» конкурс дипломанчĕн ятне тивĕçнĕ. Асăннă конкурс - «Вулакан тĕнче» регионсем хушшинчи наци кĕнекин фестивалĕн мероприятийĕсенчен пĕри. Вăл çулсеренех Рязань хулинче иртет.
Пултарулăх ăмăртăвне Раççейри тата ют çĕршывсенчи 32 регионтан пурĕ 70 издательствăпа организаци хутшăннă. Жюри членĕсем 190 тĕрлĕ кăларăма хак панă. Чăвашла тата вырăсла хатĕрленĕ «Ачасене упрăр!», «Берегите детей!» кăларăмсем - Чăваш кĕнеке издательствипе Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас ĕç министерствин пĕрлехи проекчĕ. Ăна ачасен пурнăçне сыхласа хăварас, пепкене пăхнă чух час-часах тăвакан йăнăшсенчен асăрхаттарас тĕллевпе пурнăçа кĕртнĕ. Кĕнекесене кăларассишĕн явапли - С.А. Каликова. Ашшĕ-амăшĕшĕн усăллă брошюрăсемшĕн Чăваш кĕнеке издательствине «Ачасен хăрушсăрлăхĕшĕн витĕмлĕ тăрăшнăшăн» ятарлă дипломпа чысланă.
Кăларăм пĕлтернĕ тăрăх, пепкене пăхмалли йĕркесене пăхăнманнипе Чăваш Енре çулсерен 15 пепке вилет. Хăрушлăха сирсе яма кăкăр ачи ытла та пĕчĕк. Ачан пурнăçĕшĕн аслисем яваплă, пепке вĕсен айăпне пула инкеке лекет. Чылай чухне çамрăк ашшĕ-амăшĕ ачана пăхнă чух асра тытмалли ансат япаласенех пĕлмест е асăрхаттарусене çăмăлттайла йышăнать.
Брошюрăри канашсене кĕске те ансат чĕлхепе çырнă. Сĕнÿсем пепке пурнăçĕн пур енне те çутатса параççĕ: шыва кĕртнĕ, çитернĕ, кипкепе чĕркенĕ чухне мĕн асра тытмалла, ачасене епле çывăрма вырттармалла тата илсе çÿремелле... Тĕслĕхрен: «Ачан хăйĕн кравачĕ çинче кăна çывăрмалла! Ачан краватьне ăшă батарейи тата ăшăтмалли хатĕрсем çумне лартма юрамасть! Пепкене çурăм çине вырттарнă чух пуçне айккинелле пăрăр».
«Вулакан тĕнче» фестивале Рязань облаçĕн Правительстви, Рязань облаçĕн Общество палати, Раççейри кĕнеке союзĕ, Рязаньти библиотека пĕрлĕхĕ, Рязань облаçĕн Горький ячĕллĕ универсаллă ăслăлăх библиотеки Раççей кĕнеке издателĕсен ассоциацийĕпе пĕрле йĕркеленĕ. Çулсеренех издательсем, кĕнеке сутакансем, библиотекарьсем, çыравçăсем, вулакансем Рязань хулине наци кĕнекин уявне пуçтарăнаççĕ. Фестиваль программинчи мероприятисен, çав шутра «Çулталăк кĕнеки» конкурсăн та, тĕп тĕллевĕ - кĕнекене вулакансем хушшинче сарасси, наци литературипе чĕлхисене пропагандăласси, вулавçăн тĕслĕхлĕ сăн-сăпатне йĕркелесси.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Хыпара çакăнтан илнĕ: Кĕнеке издательстви: «Ачасене упрăр!» брошюра - «Çулталăк кĕнеки» конкурсăн дипломанчĕ